Мария Тальони
Maria Taglioni | |
Мария Тальони | |
Çуралнă чухнехи ят | Мария Тальони |
---|---|
Чӑн ят | итал. Marie Taglioni |
Çуралнă вăхăт | Ака, 23, 1804 |
Çуралнă вырăн | Стокгольм, Швеци |
Вилнĕ вăхăт | Ака, 22, 1884 (79 çулта) |
Вилнĕ вырăн | Марсель, Франци |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Ашшĕ | Филиппо Тальони |
Амăшĕ | София Тальони |
Упăшки | Jean Pierre Victor Albert Gilbert, Comte Gilbert de Voisins[d][1] |
Ачисем | Georges Philippe Gilbert, Comte Gilbert de Voisins[d] |
Медиафайлы на Викиампар |
Мария Тальони (итал. Maria Taglioni; ака, 23, 1804, Стокгольм — ака, 22, 1884, Марсель) — XIX-мĕш ĕмĕрти паллă та чаплă балерина, итал балечĕн виççĕмĕш сыпăкри Тальони йăхĕн элчи, балетри романтизм юхăмĕн тапхăрĕнчи тĕп вырăнта тăракансенчен пĕрри.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мария балетмейстер тата хореограф Филиппо Тальони кил-йышĕнче çуралнă. Хĕрачан балет валли ÿт-пĕвĕ те, хитре сăн-пичĕ те пулман. Ăна пахмасăр, унăн ашшĕ хĕрĕнчен балерина тăвасшăн пулнă. Мария Вена, Стокгольм хулисенче, каярах Парижра Франсуа Кулон патĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн ашшĕ Марияна хăй вĕрентнĕ, 1822-мĕш çулта вăл «Çамрăк нимфана Терпсихора керменĕнче йышăнни» балет лартнă, унпа Мария пĕрремĕш хут Венара ташланă. Ташлавçă хăй вăхăтĕнчи балетри йывăр та кăткăс тумсене тăхăнмасть, парик, грим таврашпа усă курмасть, пусма çине сăпайлă çăмăл кĕпепе çех тухать.
Парисри театр халăхне Мария 1827-мĕш çулта «Венеци карнавалĕ» балетпа çĕнтерсе илнĕ, унтанпа вăл час-часах Париж Гранд-Оперинче ташланă. Ун хыççăн вăл Лондонра, Ковент-Гарден театрĕнче ташланă. 1832-мĕш çулхи пуш уйăхĕнче Парижри Гранд-Операра балет романтизмĕн тапхăрĕн пуçламăшне палăртнă «Сильфида» балет премьери пулнă. Шăпах вăл ун чухне балет тумне кăпăшка кĕпе арки кĕртнĕ тата ун чухнех пĕрремĕш хут пуантсем - ура пÿрнисем çинче ташласа кăтартнă.
Тепĕр вуннă пиллĕк çул хушши Мария Тальони пĕтĕм Европа тăрăх гастрольсемпе çÿренĕ: Лондонран Берлина тата Миланран Сăваплă-Петĕртули таран. Унăн репертуарĕ, тĕппипе илсен, ашшĕ лартнă ташăсенчен тăнă.
Унăн чи лайăх ролĕсем çак балетсенче пулнă: «Турăпа ташлакан хĕрарăм», «Сильфида», «Зефир тата Флора». Куракансем каланă тăрăх, Тальони ташшисем илемлĕ те хÿхĕм хусканăвлă пулнă. Çав вăхăтрах А. Я. Панаева хăй ватăлса пыракан «çăлтăр» патне Петерхулин балет вĕрентĕшне пырса кайнине аса илет:
Кун çутинче Тальони питĕ хитре мар, типшĕм те начаркка, вĕтĕ пĕркеленчĕклĕ пĕчĕк сарă питлĕ. Мана вĕренекен хĕрсемшĕн намăс пулнăччĕ, вĕсем ташăсем хыççăн Тальонине çавăрса илсе, хăйсен сассисене çепĕççĕн палăртса, калаччĕç:
"Мĕнле илемсĕр эсĕ! Мĕнле пĕркеленчĕк сăн-питлĕ!» Тальони, хăйне мухтаса ырă сăмахсем калаççĕ пуль тесе, вĕсене пуçĕпе сулса хуравлаччĕ:
— Merci, mes enfants!"
1832-мĕш çулта Мария де Вуазен графа качча тухнă, анчах та хĕр хушаматне хăварса театр пусмине пăрахман.
1847-мĕш çулта театрта ĕçлеме пăрахнă, ытларах Италире вилласенче пурăннă. Давала уроки балета. Хăшпĕр вăхăт вырăс кнеçĕ, А. В. Трубецкойпа пурăннă, унран ывăл çуратнă. Князь Трубецкой каярах унăн Вуазентан çуралнă хĕрне качча илнĕ.
Тальони тепĕр хут Парижра Эммы Ливрине, тÿпене хăпаракан çăлтăра, темĕнле вăхăта Тальони хыççăн манăçа тухнă классикаллă балет йăла-йĕркесене чĕретнĕскерне хавхалантарма пулать. Ливри ячĕпе унăн пĕртен-пĕр балетмейстер ĕçĕ çыхăннă: унăн валли вăл «Лĕпĕш» балет (А.де Сен-Жорж либретти, Ж. Оффенбах кĕвви) лартнă.
Мария Тальони 1884-мĕш çулта Марсельте вилнĕ. Тальони чăн вилтăпри Пер-Лашез çăви çинче. Йăнăшпа Тальони балерина вилтăприне Монмартр çăвинче шыраççĕ. Анчах унта унăн амăшне, София Тальонине (Sophie Taglioni) пытарнă, апла пулин те, çĕве пуçлăхĕсем нимĕнле майсемпе те çак йăнăша сирсе ярасшăн мар, вара çамрăк ташă ăстисен хушшинче хăйсен пĕрремĕш пуанчĕсене чаплă ташă ăстин суя вилтăпри çине хăварма йăла-йĕрке пулса кайнă; Пер-Лашезри чăн вилтăпри çине те балет атĕ-пушмакĕ хăвараççĕ, анчах сахалтарах, вăхăт иртнĕ çемĕн вĕсем тĕсне çухатса пĕтсе каяççĕ, аякран ытларах паянхи кунри ÿнер ĕçĕсем пек курăнаççĕ.
Вилтăпри çинче çакăн пек эпитафи çырнă:
«Ô terre ne pèse pas trop sur elle, elle a si peu pesé sur toi» (Çĕр-тăпри, ăна ытла та йывăррăн ан пусар, вăл санăн çинче çав тери çăмăллăн утнă-çке)"
.
Ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Гофтеатр, Вена
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- çĕртме, 10, 1822 — Нимфа, «Приём юной нимфы ко двору Терпсихоры»
- раштав, 17, 1822 — «Хӳхĕм Арсена», Луи Анри хореграфийĕ
- çурла, 1823 — «Амазонкăсем», Луи Анри хореграфийĕ, Pas de châle, концерт номерĕ
- çу, 29, 1824 — Венера, Арман Вестрисăн «Психейи»
Штутгарт театрĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Венерăна Амур вăратни»
- «Уяв гаремре»
- Pas de deux (партнёр — Поль Тальони)
- 1825-1826 — Викторина, «Ярмарка»* (Йеронимо — Джузеппе Турчи (Турчетто); Амазонка, «Хĕç тата сăнă»
- пуш, 12, 1826 — Данина, «Данина, е Жоко, бразил упăти» (Дон Меаро — Антон Штюльмюллер)
Аглая, «Аглая»
Парис Опери
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1827, утă, 23 — кĕртнĕ pas de deux, Йозеф Майзедер мусăкĕ, Анатоль Пети «Сицилиец» балечĕн премьери (партнёр — Поль Тальони)
«Ташă хакĕ», Гаспар Спонтинин «Весталка» оперине кĕртнĕ номер,
- кĕртнĕ pas de deux, Жан-Батист Блашăн «Марс тата Венера, е Вулкан Эрешĕсем»
- 1828, утă, 2 — Лидия, «Лидия» Жан-Пьер Омер, Луи Герольд мусăкĕ
- 1828, çурла, 29 — Венера, «Марс тата Венера, е Вулкан эрешĕсем», Жан-Батист Блаш
- 1828, раштав, 17 — Золушка, «Золушка» Альбер
- 1829, нарăс, 23 — Психея, «Психея», Пьер Гардель, Жан Шнейцхоффер мусăкĕ
- 1829, ака, 27 — Наядсене тытаканĕ, «Ыйхăри вăрман пики», Жан-Пьер Омер, Луи Герольд мусăкĕ
- 1839, çурла, 3 — Тироль ташши, Джоаккино Россинин «Вильгельм Телль» опера премьери
- 1830, çу, 3 — Нюка (чура хĕр ташши, Жан-Пьер Омерăн «Манон Леско» юлашки акчĕ, Фроманталь Галеви мусăкĕ
Берлин
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1830, çу — «Новая амазонка»
Лондон
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1830, çĕртме, 3 — Флора, «Зефир тата Флора», Шарль-Луи Дидло
Парис Опери
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1830, çурла, 30 — вставное pas de deux в опере «Фернандо Кортес» (партнёр — Жюль Перро)
- 1830, юпа, 13 — Золое, «Бог и баядерка, или Влюбленная куртизанка», опера-балет на музыку Даниэля-Франсуа Обера, сценарий Эжена Скриба
- 1831, пуш, 14 — Флора, «Зефир и Флора» Шарля-Луи Дидло (Зефир — Жюль Перро)
- 1831, чӳк, 21 — Призрак аббатисы Елены (танцы монахинь-призраков*), премьера оперы Джакомо Мейербера «Роберт-Дьявол»
- 1832, пуш, 12 — Сильфида, «Сильфида», Жан-Мадлен Шнейцхоффер мусăкĕ (Джеймс — Жозеф Мазилье)
- 1832, чӳк, 7 — Натали, «Натали, или Швейцарская молочница»
- 1833, раштав, 4 — Зюльма, «Восстание в серале» Теодор Лабарр мусăкĕ (Измаил — Жозеф Мазилье)
Лондон
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1834, çĕртме, 21 — «Нимфăсене тытни», Даниэль-Франсуа Обер мусăкĕ
Парис Опери
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1835, ака, 8 — Брезилья, «Брезилья, Хĕрарăмсен йăхĕ», Венцель фон Галленберг мусăкĕ (Замора — Жозеф Мазилье), «Романеска», ташă дивертисменчĕ, Д.-Ф. Оберăн «Густав III, е Бал-маскарад» опери (партнёр — Огюст Вестрис)
- 1836, авăн, 21 — Флёр де Шан, «Танай хĕрĕ», Адольф Адан мусăкĕ
Сăваплă-Петĕрхули
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1838, чӳк, 23 — Гитана, «Гитана, испан чикан хĕрарăмĕ» (Фредерик — Николай Гольц)
- 1838 — Миранда, «Миранда, е Карап путни»
- 1839 — «Креолка»
- 1839, чӳк, 22 — графиня Анжела, «Ĕмĕлке» Людвиг Маурер мусăкĕ (рыцăрь Лоредан — Николай Гольц)
- 1840 — «Асамçăсен кӳлли»
- 1840, нарăс, 5 — «Тинĕс хурахçи», Адольф Адан мусăкĕ
- 1841 — «Аглая, Амура ăстăнлакан», «Дая, е Португалсем Ĕнчĕре»
- 1842, нарăс, 6 — Герта, «Герта, е Эльфрид арăм патша»
Король театрĕ Хеймаркет, Лондон
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1845, утă, 12 — Pas de Quatre Жюля Перро, (Карлотта Гризи, Фанни Черрито тата Люсиль Гранпа пĕрле)
- 1845, утă, 24 — «Диана» Жюля Перро (вăлах Эндимион рольне сăнарланă)
- 1846, утă, 23 — Геба, «Суд Париса» Жюля Перро (Парис — Артур Сен-Леон, Венера — Фанни Черрито, Минерва — Люсиль Гран)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Lib.ru/Классика: Панаева Авдотья Яковлевна. Воспоминания
- Ф. И. Тютчев. Сочинения: В 2-х т. Т. 2: Письма. — М., 1984. — С. 189—192.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Биографическая справка в энциклопедии Санкт-Петербург 2016 ҫулхи Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- Л. Третьякова. День рождения Сильфиды. «Вокруг света» №11 (2770), ноябрь 2004
- Сюжет о М. Тальони и Э. Ливри в программе «Абсолютный слух»
Мария Тальони Викиампарта? |
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Википедия:Статьи с оригиналом имени без шаблона lang-XX
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Стокгольмра çуралнисем
- Марсельре вилнисем
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без чувашской подписи
- Википеди:ВикиДатăри çăлкуçлă статьясем
- Википедия:Ссылка на Викиампар непосредственно в статье
- Википедия:Ссылки на Викиампар в статье и на Викиданных совпадают
- Викиампар каçă статьисем
- Балет артисчĕсем, патшалăхсемпе
- Пайăр çынсем:Итали
- Википеди:Суйласа илнĕ статьясем
- Парис опери балечĕн артисчĕсем
- Мария Тальони
- Пер-Лашез çăвине пытарнисем
- Балет
- Тальони
- Балет историйĕ
- Итали театрĕсенчи династисем