Фёдорова Зоя Алексеевна
Зоя Фёдорова | |
Çуралнă вăхăт: | раштав, 21 1909 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Петербург, Раççей Империйĕ Шаблон:Раççей Империн ялавĕ |
Вилнĕ вăхăт: | раштав, 11 1981 (71 çул) |
Вилнĕ вырăн: | Мускав, СССР |
Професси: | актриса |
Карьера: | 1934 - 1981 |
IMDb: | ID 0299540 |
Зо́я Алексе́евна Фёдорова (раштав, 21 1909, Санкт-Петербург — раштав, 11 1981, Мускав) — вырăс совет киноартисчĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ аритисчĕ (1965).
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Зоя Фёдорова 1909 çулхи раштав, 21 Петербургра, рабочипе кил хуçайкки çемьинче çуралнă. 1918 çулта çемье Мускава куçать — Зойăн ашшĕне Кремлĕн паспорт хĕсмечĕн пуçлăхĕ пулма чĕннĕ. Çамрăклах хĕрача драмкĕтесре вĕреннĕ, актриса пуласшăн тăрăшнă, анчах та ашшĕпе амăшĕ хистенипе шкул хыççăн Госстрахра ĕçлеме тытăнать.
1928 çулта Зоя Фёдорова Юрий Завадский ертсе пынă театр училищине вĕренме кĕрет, ăна хупса хурсан вĕренĕве мускав Революци театрĕ çумĕнчи учищĕре тăсать, 1934 çулта вĕренсе тухать. Çав çултах вăл Владимир Раппопорт кинооператора качча тухать, мăшăрĕпе 1939 çулчен пĕрле пурăнать.
Студент чухнех Фёдорова «Встречный» (1932) фильмра вылять, анчах та унăн ролĕ ӳнерĕн юлашки версине кĕмест. Çавăнпа та актрисăн официаллă дебючĕ «Гармонь» (1934) фильм шутланать.
Пĕтĕм союзри халăх Зоя Фёдоровăна 1936 çулта, «Подруги» фильм хыççăн кăмăллать. 1938 çулта ашшĕне суя элеклесе айăплана пулсан та унăн актриса карьери пăсăлмасть: вăл фильмсенче паллă рольсене вылять, 1942 çулта Сталин парнине «Музыкальная история» тата «Фронтовые подруги» фильмсемшĕн тивĕç пулать.
1945 çулта Фёдорова Джексон Тейт американ дипломачĕпе паллашать, 1946 çулхи кăрлач уйăхĕнче вĕсен Виктория хĕрача çуралать (Тейт çак вăхăта СССР-тан тухса каять). Хĕрачине ютçĕр граждăнĕнчен çуратнă хыпара пытарас тесе, актриса васкаса Александр Рязанов композиторпа мăшăрланать.
Апла пулин те 1946 çулăн вĕçĕнче ăна ареслеççĕ те тепĕр çултан тĕрмене 25 çуллăха шпионаж статьяпа хупаççĕ. Ирĕке 1955 çулта çеç тухать, после начала массовой реабилитации осужденных по политическим статьям, и практически сразу вернулась в кино. 60-мĕш тата 70-мĕш çулсенче кинора ĕçлет, ытларах характер ролĕсене сăнарлать.
1976 çулта актрисăна АПШ-на çитме ирĕк параççĕ, унта вăл Джексон Тейтпа тĕл пулать. Тейт 1978 çулта çĕре кĕрсен вăл икĕ хутчен те Америкăна хĕрĕ патне (1975 çулта эмиграцие кайнă) хăнана каять, кайран унта яланлăхах куçса кайма документсене хатĕрлеме тытăнать.
1981 çулхи раштав, 11 14.00 вăхăт иртсен, Зоя Фёдоровăна хăйĕн виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерĕнче(№ 243, çурт 4/2, Кутузов проспекчĕ.) ĕнсерен пăшалпа персе вĕлереççĕ.
Киревсĕр ĕçе халĕ те йĕрлесе уçман. Пĕр версипе, актриса КГБ вăрттăн опрецисене хутшăннă, тепĕр версипе, вăл çӳллĕ вырăнта ĕçлекен совет чиновникĕсен тăванĕсенчен тытăнса тăнă «ахах-мерчен вăрă-хурахĕсемпе»[1], çыхăннă пулнă, ахах-мерчене тата антиквариата сутса мул пухнă ĕç-пуçа кĕрсе кайна, имĕш.
Фильмографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1932 — Встречный
- 1934 — Гармонь
- 1935 — Лётчики
- 1935 — Подруги
- 1936 — Женитьба
- 1937 — Шахтёры
- 1937 — Большие крылья
- 1937 — На границе
- 1938 — Огненные годы
- 1938 — Человек с ружьём — Катя Шадрина
- 1939 — Ночь в сентябре
- 1939 — Станица Дальняя — Дарья Михайловна Горкунова
- 1939 — Великий гражданин
- 1940 — Музыкальная история — диспетчер автопарка Клава Белкина
- 1940 — Шестьдесят дней
- 1940 — На путях
- 1941 — Патриотка
- 1941 — Фронтовые подруги
- 1944 — Иван Никулин — русский матрос
- 1944 — Свадьба — невеста Даша
- 1956 — Своими руками
- 1956 — Медовый месяц — повариха, Лизавета Фёдоровна
- 1956 — Девочка и крокодил — Надежда Федотовна
- 1957 — Поэт
- 1957 — Ленинградская симфония
- 1957 — Девушка без адреса — Комаринская
- 1957 — Ночной патруль
- 1958 — Дело «Пёстрых»
- 1958 — Жених с того света
- 1958 — Дружок
- 1959 — В нашем городе
- 1959 — Я Вам пишу
- 1961 — Сердце не прощает
- 1961 — Взрослые дети — Королёва
- 1961 — Алые паруса — гувернантка
- 1962 — Шестнадцатая весна
- 1963 — Слепая птица
- 1963 — Пропало лето
- 1963 — Это случилось в милиции
- 1963 — Знакомый адрес
- 1964 — Хотите — верьте, хотите — нет
- 1964 — Сказка о потерянном времени — гардеробщица
- 1965 — Иностранка
- 1965 — Спящий лев
- 1965 — Операция «Ы» и другие приключения Шурика — соседка
- 1965 — Стряпуха
- 1965 — Зелёный огонёк
- 1965 — Скверный анекдот — мать Пселдонимова
- 1965 — Дайте жалобную книгу
- 1965 — От семи до двенадцати
- 1966 — Формула радуги
- 1967 — Свадьба в Малиновке — Горпина Дормидонтовна
- 1968 — Улыбнись соседу
- 1970 — Меж высоких хлебов
- 1970 — Внимание, черепаха! — учительница пения
- 1971 — Шельменко-денщик — Фенна Степановна
- 1971 — Русское поле — Матрёна Дивеевна
- 1971 — За рекой — граница
- 1971 — Тени исчезают в полдень — Мария Дмитриевна
- 1973 — По собственному желанию
- 1973 — Вот моя деревня…
- 1973 — Кортик — бабушка Миши
- 1973 — Капля в море
- 1973 — Шапка-невидимка — озвучание
- 1974 — Врача вызывали?
- 1974 — Происшествие
- 1975 — Автомобиль, скрипка и собака Клякса — Мария Фёдоровна
- 1978 — Живите в радости
- 1979 — Москва слезам не верит — тётя Паша (вахтерша)
- 1980 — Утренний обход — Егорова
- 1984 — Перикола
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Юлиан Семёнов. Тайна Кутузовского проспекта 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Милицин генерал-лейтенанчĕ Вячеслав Кириллович Панкин, СССР Уголовлă йĕрлевĕн Тĕп управленин пуçлăхĕ [1]:
Ăна ĕнсерен «Зауэр» марккăллă пистолетран персе пăрахнă. Вĕлерекенĕн хваттер уççи пулнă. Кайран çак калав халапланса каять. Мускавра калаçнипе, Зоя темле вăрттăн хыпарсене пĕлнĕ, çавăнпа ăна тухса кайма ирĕк паман. Ку тĕрĕс мар.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Биографическая справка о Зое Федоровой, составленная по воспоминаниям ее дочери Виктории на сайте Музея Сахаровского центра 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çынсем, алфавитпа
- СССР артисчĕсем
- Раштавăн 21-мĕшĕнче çуралнисем
- 1909 çулта çуралнисем
- Санкт-Петербургра çуралнисем
- Раштавăн 11-мĕшĕнче вилнисем
- 1981 çулта вилнисем
- Мускавра вилнисем
- Çынсем:Мускав
- Сталин парни лауреачĕсем
- РСФСР тава тивĕçле артисчĕсем
- Патшалăх хăрушсăрлăх комитечĕ
- СССР-та репрессиленисем