Фёдоров Георгий Иосифович
Георгий Иосифович Фёдоров | |
Çуралнă вăхăт: | 1942, нарăс, 10 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Тăванкасси ялĕ, Çĕмĕрле районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП |
Вилнĕ вăхăт: | 2015, раштав, 9 |
Вилнĕ вырăн: | Чăваш АССР, Шупашкар |
Патшалăх: |
Раççей Федерацийĕ |
Ăслăх сфери: | Филологи, культорологи |
Ăсчах степенĕ: | филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ |
Альма-матер: | Чăваш патшалăх педагогика университечĕ |
Федоров Георгий Иосифович (1942 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕ, Çĕмĕрле районĕ, Патаккасси (халĕ Тăванкасси) ялĕ — 2015 раштав, 9, Шупашкар, Чăваш Ен) — литература тĕпчевçи, çыравçă, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (2007). Чăваш Республикин патшалăх премин лауреачĕ (гуманитари ăслăхĕсем) (2008)[1][2].
Раççей ÇП пайташĕ (1992).
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тăванкассинчи çиччĕ çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ. 1971 çулта И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ.
1967-1971 çулсенче республикăри тĕрлĕ шкулсенче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентӳçи вырăнĕнче тăрăшнă.
1971-1974 çулсенче Георгий Иосифович Чăваш АССР чĕлхе, литература, истори тата экономика ăслăх-тĕпчев институтĕнче ăслăх ĕçтешĕ вырăнĕнче вăй хунă, 1974-1989 çулсенче Шупашкар хулин шкулĕсенче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентӳçи пулса ĕçленĕ.
1994–1998 çулсенче - Чăваш АССР чĕлхен, литературăн, историн тата экономикин ăслăх-тĕпчев институтĕнче литература тĕпчевĕпе фольклористика уйрăмĕн ертӳçи.
1998–2001 çулсенче Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕн стилистикăпа библиотека пĕлĕвĕ кафедрин ертӳçи. 2001-2011 çулсенче çав университетрах культурологи кафедрине ертсе пынă.
Тухтăр диссертацине («Своеобразие художественного мира чувашской прозы 1950-1990-х годов») 1997 çулта хӳтĕленĕ.
Халĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн культорологи кафедрине ертсе пырать.
Федоров ытларах критикăпа литература пĕлĕвĕнче палăрнă. Вăл 9 кĕнеке çырнă.
Пултарулăх тата ăслăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]"Сăнарлă сăмах шыравĕ", "Художественный мир чувашской прозы", "Художественный мир Федора Ухсая", "Иван Мучи пултарулăхĕ". "Ай, мăнтарăн хир мулкачи", "Вăр-вăр кайăк, вăр кайăк" "Туй ачи, пуса ачи" повеçсем.
250 яхăн ăслăх ĕçне хатĕрлесе пичетленĕ, вĕсен шутĕнче чăваш литературипе, историпе тата теорипе 3 монографи, литературăна вĕрентес теорипе тата методологипе 3 монографи, 5 вĕренӳ тата пулăшав кĕнеки.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Раççей Федерацин Çутĕç министерствин Хисеп хучĕ (2005).
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Федоров, Г. И. Чăваш литератури (1945-1985 ҫулсем) : вĕренӳ пособийе / Г. И. Федоров. - Шупашкар : Чав. ун-чен изд-ви, 2004. - 515 с.
- Савельева, В. М. Ытарми профессор! / В. М. Савельева. – Шупашкар : [и. ç.], 2005. – 170 с.
- Желтухин, Г. Тăван сăмахлăх çул-йĕрĕ – çĕнĕ куçпа / Г. Желтухин // Хыпар. – 2008. – 5 пуш. – С. 2.
- Маяксем, Л. Шăйрăк / Л. Маяксем // Çамрăксен хаçачĕ. – 2010. – 12 нарăс (№ 5). – С. 14.
- Родионов, В. Тавах сана, тăванăмăр / В. Родионов // Хыпар. – 2002. – 9 нарăс.
- Уткин, Г. Паллă тĕпчевçĕ, ăста çыравçă / Г. Уткин // Тăван Атăл. – 2007. – № 3. – С. 127-129.
- Юмарт, Г. Сăнарлă сăмах шыравĕ / Г. Юмарт // Тантăш. – 2002. – 7 нарăс.
- Афанасьев, П. Федоров Георгий Иосифович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 457.
- Тимуков, А. Н. Федоров Георгий Иосифович / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 426.
- Федоров Георгий Иосифович // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930-2005. – Чебоксары, 2005. – С. 158.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Университет сайчĕ çинче 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Ăсчахсем, алфавитпа
- Чăваш Енре çуралнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Чăваш Енĕн пайăр çыннисем пирки вĕçлемен статьясем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Чăваш ăсчахĕсем
- Нарăсăн 10-мĕшĕнче çуралнисем
- 1942 çулта çуралнисем