Контент патне куҫ

Фaзин Фахр Ясери

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Фaрзин
فرزین فخر یاسری
Çуралнă чухнехи ят: Фaзин Фахр Ясери
Çуралнă вăхăт: 1954
Çуралнă вырăн: Лангоруд
Гражданлăх: Иран Иран
Стиль: сюрреализм
Паллă ĕçсем: Вилнĕ йытăн пысăк куçĕсем

Фaзин Фахр Ясери (перс. فرزین فخر یاسری) (1954, Лангоруд, Иран çур.) — иран ӳкерçи, прозăçи тата сăвăçи. Унăн чи паллă ĕçĕ — "Вилнĕ йытăн пысăк куçĕсем». Вăл Лангоруд хулинчи пысăках мар студире ĕçлет. Ăна кунта Фарзин ятпа пĕлеççĕ.

Фарзин Фахр Ясери 1954 çулта Иранăн Гилян провинцинчи Лангоруд хулинче çуралнă. Ачалăхĕ Диламан облаçĕнче, Дайрджан ту çинчи ялта иртнĕ. Ашшĕпе амăшĕ 1963 çул хыççăн çука тухнă пулнă. Вăтам шкулта вĕренсе тухсан, 1974 çулта ăна университета ӳнер ăсталăхне алла илес тĕллевпе вĕренме кĕнĕ, анчах та укçа çитменнипе Фарзин вĕренĕве пăрахнă. Малалла вăл хăй тĕллĕн ăсталăха туптанă.

Çапла вуннă çул хăтланнă хыççăн, вăл ăсталăха алл илсе 1978 çулта профессилле сюрреализм стилĕпе ĕçлеме тытăннă. Унăн Голина хĕр тата Фироз ывăл пур.