Хăмла пахчи
Курӑнакан калӑплав
Хăмла пахчи | |
Юрă | |
---|---|
Жанр | элтешле юрри |
альбомĕн трек-лисчĕ | |
- |
'Хăмла пахчи — XX ĕмĕр варринче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Филипп Лукин композитор Петĕр Ялкир тата Николай Сандров сăввипе çырнă.
Юррăн сăвви
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хăмла пахчи
Хăмла пахчи укăлчара
Вăрман евĕр каш кашлать
Колхоз хĕрĕ юрла-юрла
Ăмăртса хăмла татать
Хушăм:
Пахчи, пахчи
Хăмла пахчи
Ытарма çук илемне
Чăваш хăмли —
Чи хăватли
Чапĕ кайрĕ инçене
Хамăр ĕçчен, ай пулнăран
Ăнса пулчĕç хăмласем
Хăна-тантăш, ай, пухăнсан
Шăранаççĕ юррисем
Хушăм:
Симĕс ылттăн, ай, теетпĕр
Эпĕр хамăр хăмлана
Ураран, ай, ан ÿксемĕр
Ĕçсен пирĕн сăрана
Хушăм:
Кашни куплетри юлашки икĕ йĕркине икшер хут юрламалла.
Юррăн кĕвии
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Филипп Лукин композитор.