Контент патне куҫ

Хĕвеланăç фронтĕнче улшăнусăр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хĕвел анăç фронтĕнче улшăнусăр
Im Westen nichts Neues

«Хĕвел анăç фронтĕнче улшăнусăр» романăн пĕрремĕш кăларăмĕн пичĕ
Автор: Эрих Мария Ремарк
Жанр: роман
Тăван кăларăм чĕлхи: нимĕç
Тăван кăларăма пичетленĕ: 1929
Электронлă верси

«Хĕвел анăç фронтĕнче улшăнусăр»Эрих Мария Ремаркăн 1929 çулта пичетленсе тухнă паллă романĕ. Умсăмахĕнче автор пĕлтерет: «Çак кĕнеке айăплани те мар, чуна уçса калани те мар. Ку вăрçăра пĕтнĕ ăру пирки каласа кăтартма тăрăшни».

Романри ĕçсем 1914—1918-мĕш çулсенче, Германи ун чухне Францие, Раççее тата Аслă Британие хирĕç вăрçнă, пулса иртеççĕ. Пауль Боймер рота команлирĕ калавланипе, унăн пăхăнăвĕнче ĕнерхи шкул ачисем, тĕрлĕ çул ӳсĕнĕшĕнчи хресченсем, пулăçсем, ăстаçăсем çапăçнă. Окопри «кулленхи пурнăçа» (150 çынлă ротăран 32 кăна юлнă) тата ĕнер пĕр класра вĕреннĕскерсем пирки каласа панă хыççăн тыла куçать — Пауль отпуска каять. Килте ашшĕ çарти мундира тăхăннă ывăлне тусĕсене кăтартасшăн çунать пулин те Пауль никампа та вăрçă çинчен калаçасшăн мар. Вал пĕчĕк ресторансенче лăпкăн сăра сыпса ларма юратать, хайĕн пӳлĕмĕнче канса ларать.

Экран çине кăларнисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Романа темиçе хутчен экран çине кăларнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]