Хĕвелтухăç-Казахстан облаçĕ
Курӑнакан калӑплав
Хĕвелтухăç-Казахстан облаçĕ (каз. Шығыс Қазақстан облысы) — Казахстанăн хĕвелтухăç пайĕнчи облаçĕ, Раççейпе тата Китайпа чикĕ тытать. 1997 çулта унăн йышне Семипалатинск облаçĕн çĕрĕсене кĕртнĕ. Раççей Федерацин икĕ регионĕпе, Китайăн пĕр регионĕпе тата Казахстанăн виçĕ облаçĕпе чикĕ тытать:
- çурçĕрте — Алтай Енпе тата Алтай Республикипе
- хĕвелтухăçĕнче — Китайăн Синьцзян-Уйгур автономи районĕпе
- кăнтăрта — Казахстанăн Алмата облаçĕпе
- хĕвеланăçĕнче — Казахстанăн Караганда облаçĕпе
- çурçĕр-хĕвелтухăçĕнче — Казахстанăн Павлодар облаçĕпе.
Администраци центрĕ — Усть-Каменогорск хула.
Лаптăкĕ — 283,3 пин çм².
Халăх йышĕ — 1416,4 пин çын (2008), весенчен 59 % — хулара пурăнать. Облаç шутне 15 район, 10 хула, 30 паççулкă, 870 ял кĕрет.
Паллă юханшыв — Иртыш, ун çинче 3 ГЭС — Бухтарма, Шульба тата Усть-Каменогорск. Кӳлĕсем: Алаколь, Зайсан, Маркаколь, Сасыкколь.
Администраци тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку Казахстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Хĕвелтухăç-Казахстан облаçĕ администраци тытăмĕ |
||
---|---|---|
Облаç пăхăнăвĕнчи хуласем: | ||
Районсем: |
Абай · Аягоз · Бескарагай · Бородулиха · Глубоково · Жармин · Зайсан · Зырян · Катон-Карагай · Кокпекта · Курчум · Тарбагатай · Улан · Урджар · Шемонаиха |