Алтай

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Алтай Республики ҫинчен куҫарнӑ)

Алтай Республики
Алтай Республика
Республика Алтай

Алтай Республикин ялавĕ Алтай Республикин гербĕ
Тĕп хули Горно-Алтайск
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

35

192 903 км²
кăштах кăна

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

81

221 559 патнелле (2022)
2,38/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Çĕпĕр федераци тăрăхĕ
Экономика регионĕ Анӑҫ-Ҫӗпӗр экономика районӗ
Регион номерĕ 04
Патшалăх чĕлхисем вырăс, алтай тата казах(темӗнле районсенче)[1]
[2]
Пуçлăхĕ Олег Хорохордин
Патшалăх Канашĕн Председателĕ Артур Кохоев
Гимн Алтай Республикин гимнĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +0700

Алтай Республики (алт. Алтай Республика, выр. Республика Алтай) — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ. Тĕп хули — Горно-Алтайск. Алтай Республики Çĕпĕр федераци тăрăхĕнче, Анăç-Çĕпĕр экономика районĕнче кӗрет.

Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алтай Республикин малалла чикӗсем:

Кунҫул[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи Алтай Республикин ҫӗрӗ авалхи ҫулҫенче малалла патшалӑхсен тытӑмӗнче пулнӑ: Пӗрремӗш Тӗрӗк каганачӗ, Уйгур империйӗ тата Енисей Кӑркӑссен патшалӑхӗ. Ҫак вӑхӑтра вырӑнти халӑх тӗрӗклетнӗ (чӗлхеллӗ те культурллӑ).[3]

Алтай Республикин кӑнтӑр пайӗ Найман каначӗнче пулнӑ. Унтан Алтай ҫӗрӗ Монгол Сяньбэй патшалӑхӗнче (93-232), Жужань каганачӗнче (330-555), Монгол империйӗнче (1240-1368), Ылтӑн Уртинче (1240-1502), Джунгар каначӗнче (1634-1758), Цин империйӗнче (1757-1864), Раҫҫей империйӗнче (1864-1918), Каракорум Автномийӗнче (Граждан вăрçи) (1918-1922), ССРП-нче (1922-1991) тата Раҫҫей Федерацийӗнче (1991-хальхи) пулнӑ.[4]

Администрацилӗ пайлану[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алтай Республики 1 хула тата 10 районсенче (аймаксенчӗ) пайланать.[5]

Алтай Республики Саккунӗпе «Об административно-территориальном устройстве Республики Алтай» РФ субъекчӗ 1 хула, 10 район (аймак) тата 91 ял тăрăхĕ пайланӑ.[6]

Хула республика пӗлтерӗшпе:
Горно-Алтайск хули;
Районсем (аймаксем):
  1. Кош-Агач районӗ (аймакӗ);
  2. Майма районӗ (аймакӗ);
  3. Онгудай районӗ (аймакӗ);
  4. Турочак районӗ (аймакӗ);
  5. Улаган районӗ (аймакӗ);
  6. Усть-Кан районӗ (аймакӗ);
  7. Усть-Кокса районӗ (аймакӗ);
  8. Шебалино районӗ (аймакӗ);
  9. Чемаль районӗ (аймакӗ);
  10. Чой районӗ (аймакӗ).

Экономика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раштав, 1 2021 ҫулта Алтай Республикинче ялта халӑхӑн 71% пурӑннӑ. Тӗп экономика отраслӗ ку выльӑх-черлӗх ӗрчетни.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Республика Алтай: крат. энцикл. / [НИИ алтаистики им. С. С. Суразакова и др. ; гл. ред. А. С. Суразаков]. — Новосибирск: АРТА, 2010. — 365 с.: ил., карты, портр.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Алтай Республикин конституцийӗ, 13-мӗш ст.
  2. ^ Алтай Республикин Саккунӗ Халӑхсен чӗлхисем ҫинчен пурӑнакан Алтай Республикинче Архиври копи, 9 Кӑрлач уйӑхӗн 2021 Wayback Machine çинче. I Пуҫ, 4-мӗш статья.
  3. ^ Encyclopedia of the World's Minorities - Routledge, 2005. ISBN 1-57958-468-3, New York
  4. ^ Znamenski, Andrei (2005). «Power of Myth: Popular ethnonationalism and Nationality Building in Mountain Altai, 1904–1922». Acta Slavica Iaponica 22: 44–47.
  5. ^ Алтай Республикин Конституцийӗ (Тӗп Саккунӗ.
  6. ^ Алтай Республики Саккунӗ «Об административно-территориальном устройстве Республики Алтай».

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]