Хĕрлĕ Чутай районĕн гимнĕ
Курӑнакан калӑплав
Хĕрлĕ Чутай районĕн гимнĕ
Сăвви Петĕр Ялкирăн, кĕвви П. Фёдоровăн.
Чечеклен,Чутай Ен
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ешерет Чутай таврашĕ,
- Каш-кашлать уй-хир, вăрман,
- Пархатарлă ун малашĕ,
- Хамăр паттăр пулнăран.
- Хушса юрламалли :
- Ыр сунать пире Сăр шывĕ,
- Чутай,ӳс те маттурлан.
- Чаплăлан Чăваш çĕршывĕ,
- Кунран-кун эс çунатлан.
- Пĕр чĕлхе эпир тупатпăр,
- Тĕрлĕ халăх çыннипе,
- Туслăх çулĕ такăрлатпăр,
- Вырăспа та ирçепе.
Хушса юрламалли
- Харсăр халăх тенĕ мар-и,
- Авалтан чутайсене.
- Халь тата хастар пулар-и,
- Çĕклеме район чапне !
Хушса юрламалли