Контент патне куҫ

Петĕр Ялкир

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пётр Ялгир
Çуралнă вăхăт: Нарăс, 19, 1922
Çуралнă вырăн: Çĕн Ирчемес ялĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Чăваш АССР, СССР
Вилнĕ вăхăт: Раштав, 16, 2006
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи, сăвăçи
Жанр: повеç, сатира, калав, поэзи, тишкерӳ
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Парнесем: П. Хусанкай ячĕллĕ литература парни (2005)
Чыславсем: Чăваш Енĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1972)
Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ
РФ Мусăк пĕрлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

Петĕр Ялгир (паспортпа Тихонов Петр Алексеевич), — чăваш сăваçĕ, драматургĕ, тăлмачĕ, литература тишкерӳçи. 1922 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕн Ирчемес ялĕнче çуралнă.

СССР ÇП пайташĕ (1969), Раççей тата Чăваш профессиллĕ ÇП пайташĕ, ЧР композиторĕсен ассоциацийĕн пайташĕ. Ăна Чăваш Енĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1972), РФ Мусăк пĕрлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тата Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ ятсем парса чысланă.

2005 çулта П. Хусанкай ячĕллĕ литература преми лауреачĕ пулнă.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă, орден-медале тивĕçнĕ, майор çар хисепне çитнĕ.

Канашри педучилищĕре, Ленинград артучилищинче, Мускаври М.Горький ячĕллĕ Литинститутра, Шупашкарти марксизм-ленинизм университетĕнче пĕлӳ пухнă. Хĕрлĕ Чутайри райхаçат редакцин яваплă секретарĕ, ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, районти радиокалаçу редакторĕ, Вăрнарти райĕçтăвкомăн культура, парти райкомĕн пропаганда пăйĕсен ертӳçи, районти хаçат редакторĕ, Шупашкарта Чăвашрадио корреспонденчĕ тата ЧР ÇП пропаганда бюровĕн ертӳçи пулса ĕçленĕ.

Пултару ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Петĕр Ялгир 50 кĕнеке кăларнă. Унăн сăввисем «Çавал çути» (1956), «Паттăрлăх кунĕсем» (1995), «Салам», «Ман ялав — чăвашлăх» (2005), юрă сăввисем «70 те 7 юрă» (1992), «Юрлас килет» (2000), шӳтпе кулăш хайлавĕсем «Шăртлă кулă» (1991), «Кун-çул куллисем», «Йӳçĕ кулă» (2005), ача-пăча сăввисем «Ӗмĕтсем пысăк» (1968), «Янăравлă шăнкăрав» (2002), «Ачасем юрлаççĕ» тата ытти кĕнекесене те кĕнĕ[1].

Унăн сăввисемпе композиторсем 250 ытла юрă кĕвĕленĕ. Уйрăмах «Хăмла пахчи», «Вăййă тухрĕç çамрĕксем», «Салам», «Савнă тусăм манăн иккĕ», «Хуняма» ятлисем анлă сарăлнă.

Петĕр Ялкир çырнă "Чечеклен,Чутай Ен" сăвви 2003 çултан Хĕрлĕ Чутай районĕн гимн шутланать.Кĕвви П.Фёдоров.

Ялгирăн самана саманчĕсене сăнлакан ĕçĕсем те пур. «Сарăмсăр çумăр» драмăра ХХ ĕмĕрти 18-мĕш çулти ĕçсене, «Хрисан Степанов» пьесăра - 30-мĕш çулсене, «Вутлă вĕçевсем» пьесăра Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтне, «Туртăм» поэмăра тата «Пурпĕрех мар» пьесăра юлашки çулсенчи ĕçсене кăтартса панă.

Çавăн пекех Петер Ялгирăн «Чăваш Литератури энциклопедийĕ» (1999) кĕнекине кăларнин ĕçĕ пысăк. 2005 çулта ку кĕнеке вырăсла Литературный мир Чувашии ятпа тухнă. Ку кĕнекере 600 ытла хушамат асăннă.

  1. Петр Ялгир : буклет. — Чебоксары, 2001. — 6 с. : фото. — (Писатели Чувашии)
  2. Петĕр Ялгир : буклет. — Чебоксары, 2000. — 6 с. : фото. — (Чăваш писателĕсем)
  3. Петр Ялгир : буклет. — Чебоксары, 1990. — 6 с. : фото. — (Писатели Советской Чувашии)
  4. Ялгир (Тихонов) Петр Алексеевич // Афанасьев П. В. Писатели Чувашии : биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. — Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 2006. — С. 547—548.
  5. Матвеева Г. И необъятное можно объять : лит. обзор / Г. Матвеева // Советская Чувашия. — 2005. — 16 августа. — С.5
  6. Шухăшĕпе пуян, илемĕпе чуна тыткăнлаççĕ : рецензия // Тăван Атăл. — 2005. — № 11. — C. 72
  7. Ялгир (Тихонов) Петр Алексеевич / П.Ялгир // Ялгир П. Литературный мир Чувашии : справочное издание. — Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 2005. — С 151—152
  8. Канаш А. Альпăрт Канаш Вăрнарта / Альпăрт Канаш // Канаш А. çук, лармăп аллăма усса : сăвăсем, поэмăсем. — Шупашкар, 2003. — С. 163
  9. Кузьмин П. çул çÿревçĕ сăвăç // Тантăш кĕнеки. — 2003. — № 1. — С. 2
  10. Красночетайский район : люди и годы / Г. А. Атрашкин. — Чебоксары, 2002. — С. 73-74
  11. Все четвре колеса // Чеб. нов. — 2002. — 15 февраля. — С. 3.
  12. Иванова Л. Вунă кунлăх пуçланчĕ / Л. Иванова // Хыпар. — 2002. — нарăс 13. — С. 4
  13. Тихонов Петр Алексеевич : Пĕтер Ялгир çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май // çилçунат. — 2002. — № 3. — С. 20-21
  14. Фомина О. Ялкир йĕвеленĕ чăнлăх / О. Фомина // Хыпар. — 2002. — çу 7. — С. 3
  15. Чепунов Р. Манса юлнă «сăпка ачисем» / Р. Чепунов // Хыпар. — 2002. — парăс 13. — С. 3
  16. Ялкир мучи сакăр вуннăра та çырать // Ачапча. — 2002. — нарăс 13-19. — С. 1
  17. Васильев В. Писатель сосчитал всех литераторов республики / В. Васильев // Советская Чувашия. — 2000. — 1 февр. — С. 2
  18. Ялгир П. "Энциклопедии чувашской литературы у нас еще не было / П. Ялгир // Чăваш ен. — 1998. — № 34. — С. 6
  19. Петĕр Ялкир // çилçунат. — 1997. — № 2. — С. 18
  20. Канăçа çухатнă сăвăç // çилçунат. — 1996. — № 10. — С. 18-19
  21. Ялгир П. Петĕр Ялкир : йывăр пулсан та … : автобиография / П. Ялгир // Илем. — 1995. — № 2. — С. 5
  22. Ялгир Петр Алексеевич // Ильин С. П. Ассоциация композиторов ЧР. — Чебоксары, 1995. — С. 162—163
  23. Юрьев М. Писатели Советской Чувашии : биобиблиогр. справ. : 4-е изд., испр. и доп. / М. Юрьев, З. Романова. — Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1988. — С. 404—405

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Петĕр Ялкирĕн ача-пăча кĕнекисем 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.