Контент патне куҫ

Хаймулин Юсим Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хаймулин Юсим Николаевич
Хаймулин Юсим Николаевич
Çуралнă вăхăт: 1929, чӳк, 12
Çуралнă вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Вилнĕ вăхăт: 2020, нарăс, 5
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Патшалăх:

ССРП, Раҫҫей Федерацийĕ

Ăслăх сфери: математика
Альма-матер: Чăваш патшалăх педагогика университечĕ

Хаймулин Юсим Николаевич (1929, Шупашкар — 2020, Шупашкар) — Математик. И. Я. Яковлев ячĕллĕ педуниверситетра (1965-1980) тата Мускаври коопераци институчĕн Шупашкарти филиалĕнче (1980-20001) студентсене вĕрентнĕ. Физика-математика ăславĕсен кандидачĕ (1967), доцент (1973). Аслă Атилĕх аслă вăрçă вăхăтĕнчи хастар ĕçшĕн унăн медаль пур. Мускаври коопераци институчĕн Шупашкарти филиалĕ панă Хисеп грамоти (1989) пур. Чăваш ССР аслă шкулĕн тава тивĕслĕ ĕçлевçи (1991). 50 ытла ăслав ĕçĕн авторĕ.

Кунçулĕ пирки кĕскен

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ю. Н. Хаймулин 1929 ҫулта Шупашкар хулинче слушши килйышĕнче çуралнă. 1932-мĕш çултанпа хальхи Тăвай районĕнчи Лачкасси ялĕнче пурăннă.

Унăн ашшĕ ак çак çын пулнă[1]:

<Куçару: ХАЙМУЛИН Николай Прохорович (1895—1972, Тăвай районĕнчи Лачкасси ялĕ[2]), Чăмпĕрти вĕрентевçĕсен чăваш семинарине пĕтернĕ. Шкул ертÿçи пулнă, хĕрлĕармеец (19191920 çç.), Тăвай вулăс канашĕн пуçлăхĕ, Çĕрпÿ уесĕн çĕр пайĕн ертÿçи (1923—1926 çç.), Вăрнар техникумĕн директорĕ, Вăрмар район ĕçтăвкомĕн пĕрремĕш пуçлăхĕ, Тăвай КПСС райкомĕн яваплă ĕçлевçи.>

Ю. Н. Хаймулин 2020 ҫулхи февралĕн 5-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.

Тăвай районĕнчи Лачкасси ялĕ — тĕнекĕменлĕх сĕмĕллĕ ял. Çапла вара, «Хаймулин» хушамат шăпах çав самантпа çыхăннăскер теме пулать пуль, ахăртнех. Тен, математикăн ячĕ те (Юсим) çаванпах çыхăннă.

Пĕрлĕх тата халăх ĕçĕсене хутшăнни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]