Христиани Ирĕклĕ Хула

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Христиани ирĕклĕ хула ҫинчен куҫарнӑ)
Христиани Ирĕклĕ Хулан официаллă мар ялавĕ

Христиани (Христиани Ирĕклĕ Хула) — дансен Копенгаген тĕп хулин Христиансхавн районĕнче вырнаçнă кăштах хăй тытăмлă, официаллă мар «патшалăх ăшĕнчи патшалăх». Христиани, дан влаçĕсем хирĕçле пулсан та, Данире çурма официаллă статуслă тата кăшт хăй тытăмлăхлă шутланать.

Çырса кăтартни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

'Пушер-стрит' (акăл. Pusher Street). "Фото ӳкерме юрамасть" паллă курăнать.

Христиани хăй Копенгагенăн кварталĕ пулать, унта икĕ çĕрте çеç кĕме пулать. Кĕрĕвĕсенче пысăк чулсем хунă, пĕрре çеç мар вĕсене правительство хушнипе илсе хунă, анчах та Христиани çыннисем каялла тавăрнă.

Пĕрмай пурăнан халăх йышĕ 1000 яхăн çын, хăна çурчĕсем, ресторансем, кафе, лавккасем, вăтам шкул пур.[1] Христианире çутçанталăкри темиçе шыв усравĕ пур.

Христианире пурăнакансем Дани саккунĕсенчен уйрăм харпăр саккунĕсене тытса пыраççĕ. Вĕсен хушшинче: автомобиль тытма, вăрлама юрамасть, йывăр наркотикпа, çулăмпа перекен пăшалпа бронежилетпа усă курма юрамасть.

Пушер-стрит (акăл. Pusher Street) тĕп урам шутланать. Унта çăмăл наркотик сутаççĕ, фотоӳкерчĕк тума чарнă.

Христиание тупмалли ориентир — çӳллĕ туруллă тата винт пусмиллĕ Çăлавçă Чиркĕвĕ[1].

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Христиани Ирĕклĕ Хулана кĕрӳ

Христиани 1971 çулта йĕркеленсе кайнă, ун чухне хиппи ушкăнĕ Копенгагенри пăрахса хăварнă çар казармисене саккунсăрах вырнаçнă. Христиани кун-çулĕнчи паллă çыннисенчен пĕри анархистсен хаçатĕнче ирĕклĕ хула пирки хыпарланă Якоб Лудвигсен (дан. Jacob Ludvigsen).

Христианин легальлĕ статусне тăсăлу вăхăт палăртман пулнă, влаçсем пĕрре çеç мар казармăсене тасатасшăн тăрăшнă, анчах та ăнăçусăр. Каярах, тепĕр хушă Христиание байкерсен ушкăнĕ контроллесе тăнă.

1995 çулта Христианире пурăнакансем казарма харпăрçипе — Данин Хӳтĕлев министерстипе — килĕшӳ хутне çырса, налук тӳлеççĕ.

2002 çулта правительство урамра пĕр пытанмасăрах гашиш сутнине тиркевленĕ хыççăн Христианири сутăçсем хăйсен ларĕсене вăрçă стилĕпе майлаштараççĕ. 2004 çулта стендсене кунта пурăнакансем Ирĕклĕ Христиани пултăр тесе хăйсемех çĕмĕрсе тăкаççĕ. Сыхланса юлнă пĕр стендне сутăн илсе Дан наци музейне кĕртсе лартнă.

2000-мĕш çулсенче правительство Ирĕклĕ Хулана пĕтерес хăтланусене хĕртсе пырать. Полици кулленех «тасатса» тăрать, çынсене ареслет. 2004 çулта дан правительстви Христиани пĕрлĕ харпăрлăхпа усă куракан ушкăн мар теекен L205 саккуна йышăнать[2]. Çак саккунпа татăçуллă Христианин мĕнпур халăхĕ кашни хăй индивидуум шутланать, харпăрлăх туянма тивĕç пулать. Çакна пула христиани çĕрне сутма ирĕк тухать.

2011 çулхи нарăс уйăхĕнче Дани Аслă сучĕ Христиани сквоттерĕсен кварталне пĕтерме шутласа хурать. Çак йышăнупа, сквоттерсен халĕ пурăнан вырăнсене тытса тăма право çук, кунти çĕр патшалăх харпăрлăхĕ пулать. Ака уйăхĕнче полицейскисем наркотик сутăçсене шыраса унта рейд ирттернĕ. Христиани халăхĕ полици ĕç-пуçĕпе килĕшмен. Йĕркелĕх сыхлавçисем çине чулсем, пуш кĕленчесем пеме тытăннă, кĕçех урамсенче баррикадăсем çĕкленнĕ. Хирĕçле полици куççуль юхтару газĕпе пĕçертет[3].

2011 çулхи çурлан 15-мĕшĕнче BBC пĕлтернипе Христиание влаçсем çурма автономи статусĕпе тивĕçтернĕ. Çĕнĕ саккунпа килĕшӳллĕ Христианире пурăнакансем çĕре хăй хакĕнчен йӳнĕрех туянма пултарнă, ытти çĕрне патшалăх арендăна парать.[4]

Халăх кăмăлланă йыхравсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Майлă
  • «Bevar Christiania» («Христиание упрамалла»)
  • «Forsvar Christiania» («Христиание хӳтĕлемелле»)
Хирĕçле
  • «Ryd Christiania» («Христиание тасатмалла»)
  • «Ryd lortet» («Вычистить свалку/дерьмо»)
  • «Luk lortet» («Заткнуть свалку/дерьмо»)

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице