Контент патне куҫ

Силэнд

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Силэнд ĕмпӳлĕх - Çурçĕр тинĕсĕнчи хăйнехăй ирĕклĕхлĕ патшалăх.

Умĕнхи ĕçсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Рафс-Тауэр платформи вырнаçăвĕ карттă çинче

Силэнд патшалăхĕ çурални утмăлмĕш çулсенче Европăра коммерци радио аталанăвĕпе çыхăннă. Малтанах патшалăхăн мар радиостанцисене саккунпа эфира кĕртмен, çавăнпа вара трансляцисене Европа çĕршывĕсен çыранĕсем çывăхĕнче якорь пăрахнă карапсем çинчен иртернĕ.

Платформăна ярса илсе Силенда никĕслени

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1966 çулта пĕр радиоаскăнчăк, акăлчан çарĕнче хĕсметре тăнă Пэдди Рой Бейтс майор, британ çыранĕ çумĕнчи пăрахса хăварнă платформăна хăй аллине çавăрса илет. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи тапхăрĕнче çак платформа çинче çӳлтӳперен тапăнасран сыхлакан çар хӳтлĕхĕ пулнă. Платформăна икĕ турул çинче вырнаçтарнă, виççĕр ытла çын пурăнмалăх вырăн туса хатĕрленĕ.

1967 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Бейтс хăйнехăй ирĕклĕх илнĕ те хăйне Рой тиккĕ, арăмне Джоан елик тесе пĕлтернĕ, паспортсем пама, укçа пичетлеме, маркăсем кăларма пуçланă. Вунă çул хушшинче 200 паспорт сутма пултарнă.

Укçи- ылтăн дублонĕ- 500 долларпа тан, тата кĕмĕл укçа - 25 долларлăх – икĕ енчен те монарх айăк сăнĕ. Çĕр-шыв тăвас ĕçĕсене пĕр миллиона яхăн фунт стерлинг укçа тăкнă.

Аслă Британипе хирĕçни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Силэнд ялавĕ

1968 çулта британ влаçĕсем платформăна тавăрма шутлаççĕ. Буя юсас тĕллевпе Силэнд ĕмпĕлĕх шывне акăлчан патшалăх карапĕ пырса кĕнĕ. Темиçе хутчен асăрхаттарнă хыççăн патшалăх тытăçĕ тупăран пенĕ, вара карапĕ васкасах ку шывран шăвăнса тухнă.

Ун хыççăн Рой тиккĕне британ судне явап тытма чĕннĕ. Анчах та суд çак ĕç тĕллипе приговор кăларман, мĕншĕн тесен платформа çав вăхăтра Аслă Британи шывĕсен шутĕнче пулман. Суд йышăнăвне Рой тиккĕ хăйĕн çĕр-шывне официаллă палăртнă акт теме пуçланă.

1999 çулта принц Рой çемьипе Британине пурăнма куçнă, паянкун Силэнд ĕмпӳлĕхе кăнартикки Майкл тытса тăрать. Çав çулах HavenCo корпораци кнеçлĕхпе сăмах ирĕклĕхне çирĕплетсе пĕрлешӳ хутне çырнă.

HavenCo Силэндра урăх патшалăх çĕрĕсенче проектсем валли хостинг йĕркелеме май çуккине пула çак хăйнемай ирĕклĕ саккунсемпе пурăнакан патшалăхра ĕçсене тăвас тенĕ. Çапах та техника тата администраци чăрмавсене пула уçса парайман, çавăнпа та çак ĕç-пуç пăчланса ларать.

Патшалăх пăтăрмахĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Силэнд гербĕ

1978 çурла уйăхĕнче патшалăхра пăтăрмах пулса иртнĕ. Унченех кнеçпе унăн çывăх юлташĕ, патшалăхăн премьер-министрĕ граф Александр Готфрид Ахенбах (Alexander Gottfried Achenbach) хушшинче хутшăнусем хĕрсе пынă. Вĕсем çĕр-шыва инвестици пуçтарас енĕпе тĕрлĕ майлă шухăшланă.

Кнеç Австрире инвесторсемпе калаçнă чухне Ахенбах голланд гражданĕсене чĕнсе утрав çине аннă.

Тапăнакансем çамрăк Майкла нӳхрепе хупаççĕ, кайран Нидерландсене илсе каяççĕ. Анчах та Майкл тыткăнран тарса ашшĕ патне çитет. Хăйне майлă граждансем пулăшнипе кăларса янă монархсем узурпаторсене çĕмĕрсе влаçа тавăрма пултарнă.

Правительство тĕнчери право виçипе килĕшӳллĕ ĕçленĕ. Тыткăна лекнĕ тара тытнă ютçĕр çыннисене кĕçех киле янă, мĕншĕн тесен тыткăна лекнĕ çынсене тытмалли Женева конвенцийĕпе тыткăнçăсене вăрçă вĕçленсен ирĕке ямалла. Пăтăрмаха пуçаракана йышăннă мĕнпур ĕç вырăнĕнчен хăтарнă та патшалăха сутнăшăн силенд саккунĕсемпе килĕшӳллĕ айăпланă. Ахенбахăн иккĕмĕш — герман — гражданлăхĕ пулнă, çавăнпа та унăн шăпи ФРГ влаçĕсене кăсăклантарнă. Британ ЮÇĔМ çак ыйтупа аппаланман, вара нимĕç дипломачĕсен Силендпа тӳррĕн калаçма тивнĕ. Утрав çине Лондонри нимĕç элчĕлĕхĕн аслă юрисконсульчĕ Нимюллер т-р çитнĕ, çак вара Силенда чăн патшалăхсем йышăннине пĕлтернĕ. Рой кнеç Силенда дипломати енĕпе йышăнма хистенĕ. Ăнăçсăр пăтăрмахра юн тăкманнине шута илсе, Ахенбаха ыр кăмăллăн ирĕке янă.

Силэндăн вак укçисем, сулахайран сылтăмалла: ½ доллар, кĕмĕл доллар тата ¼ доллар

Нумизмат ĕç-пуçĕ валли кнеçлĕхре çак вак укçана çапса кăларнă:

Хаклăх Материал Кăларнă çул
¼ доллар бронза 1994
¼ доллар кĕмĕл 1994
½ доллар пăхăр-никель хутăшĕ 1994
½ доллар кĕмĕл 1994
1 доллар бронза 1994
1 доллар кĕмĕл 1994
2½ доллар бронза 1994
10 доллар кĕмĕл 1972
10 доллар кĕмĕл 1977
30 доллар кĕмĕл 1972
100 доллар ылтăн 1977

Почтă марккисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Силэнд гербĕн ӳкерчĕклĕ почтă маркки

Силэндра 2006 çулхи юпан 12-мĕшĕнче никĕсленĕ Силэнд Анкăл чиркĕвĕ ĕçлет.[1]

Силэнд территоринче Таса Брендан ячĕн[2]часовньи пур[1], ăна Митрополит пăхса тăрать[3].

Силэндра тĕрлĕ тĕслĕ спортпа, сăмахран, мини-гольфпа, хăтланакан çын та пур. Çаплах Силэнд хăйĕн футбол команди пур.

Асăрхăвсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1 тата 2 AIC Anglican Independent Communion Worldwide | AIC Clergy 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ. (акăлч.)
  2. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок bbc не указан текст
  3. ^ Иерархия церквей|Англиканская епископальная церковь Северной Америки и Традиционная епископальная церковь