Хум

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хум (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Шыв çийĕнчи хум
Гармоникаллă сулланăва тата хума графика евĕрлĕ кăтартни.
Горизонт тĕнĕлĕпе уçлăхри координатăна хунă, вертикаллипе — вăхăтăн кашни самантĕнчи физикăри капне палăртать. Физикăри капĕ тӳрех икĕ улшăнаканран (уçлăх тата вăхăт координачĕсем) килет, тĕслĕхе анимациленĕ.
Уçлăхри уйрăммăн илнĕ пăнчинче (тĕслĕхрен, ӳкерчĕкĕн варринче) физикăри капĕ (хĕрлĕ çаврашкан вертикаллĕ координати) вăхăт çемĕн улшăнать, уçлăхри кашни пăнчăра физикăри сулланупулса иртет.
Анчах та уçлăхри юншар пăнчисенчи сулланусен пĕтĕмлĕхĕ ăнсăртран мар, ятарлă майлăн пулса тухать, анимациленĕ ӳкерчĕкĕн юнашар кадрĕсенче (вăхăтăн кашни самантĕнче) физикăри капĕ координатпа килĕшӳллĕн графикĕ (синкер линийĕ) хăйĕнпе пĕрех пулать, сылтăмалла куçăннипе çеç уйрăлса тăрать (физикăри капĕ хума танлатнине çураçтарать). Физикăри кап уçлăх-вăхăтра çакăн пек выляннине хум теççĕ те. Кăтартнă тĕслĕхре чупакан хум вăхăтпа гармоникăлла килĕшӳллĕ, пĕр тĕслĕ хутлăхра сулахайран сылтăмалла çухатусăр сарăлать. Уçлăхăн хăшпĕр пăнчăсен физикăри капĕн самантри хăвăртлăх улшăнăвĕн векторĕсене , хум тăршшĕне тата ăçталла хум кайнине кăтартнă.

Хумçутçанталăкри пулăм.

Хум — физикăлла капсен пĕр-пĕр йышĕн (харпăр физикăлла уйăн е йăмлăхла талккăшăн палăрăмĕсен) хăй çуралнă тĕлтен куçма пултаракан улшăнăвĕ е уçлăхăн вĕçсĕр мар уйрăм хутлăхĕнче пулса иртекен сулланусем[1].

Хумсене çырса кăтартни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хумсен базăлла тĕслĕхĕ пек линилле хумсем пулаççĕ. Вĕсем çуралакан тытăмсен динамикине иккĕмĕш ретри линилле гиперболăлла танлăхсемпе (çавсене хум танлăхĕсем теççĕ) çырса кăтартма пулать

кунта символпа палăртнисем — тытăм кăтартăвĕсем, матрицăсем вара мĕнпур енĕпе плюспа (минус мар, нуль мар) палăрăнаççĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Крауфорд Ф. Берклеевский курс физики, том 3, Волны.
  • Ландау Л. Д., Лифшиц Е. М. Курс теоретической физики, том 6, Гидродинамика.издание?
  • Уизем Дж. Линейные и нелинейные волны — М.: Мир, 1977.
  • Физика. Большой энциклопедический словарь/Гл. ред. А. М. Прохоров. — 4-е изд. — М.: Большая Российская энциклопедия, 1999. — С. 85—88. ISBN 5-85270-306-0 (БРЭ)
  • Кабисов К. С., Камалов Т. ф., Лурье В. А. Колебания и волновые процессы, Теория, задачи с решениями, URSS. 2017. 360 с. ISBN 978-5-397-05912-1.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]