Контент патне куҫ

Хунну çырăвĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хунну çырăвĕ. Лаошань-шаньюй чухне китай элчелĕхĕпе Юе евнух килет. Ăна вăйпах тĕксе янă пулнă та тăван çĕре таврăнасшăн мар пулнă, хуннусемпе юлать. «Юе шаньюй çыннисене кĕнеке çырса пыма, кашни çын çине, выльăхĕпе кил-çурчĕ çине куланай хума вĕрентет [1]».


«Виçпатша кун-çулĕ» хайлавĕнче Китай Камбоджăри Фунань элчĕсемпе ылмашăннă пирки çырнă. Китай элчелĕхĕ Фунань патшалăхне 245 çулпа 250 çулсем хушшинче çитнĕ, Кань Тай— пĕр пайташĕ — таврăнсан вара, Фунань çинчен çапла хыпарлать: «Вĕсен кĕнекесем пур, архивсенче упраççĕ. Çырулăхĕ хуннусен пекех[2]». Фунаньсем инди çырăвĕпе усă курнă пулнă. Çак вара хуннупа Анăçăн культура çыхăнăвне кăтартать.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Бичурин Н. Я. Собрание сведений о народах, обитавших в Средней Азии в древние времена Т. I. С. 107
  2. ^ Грумм-Гржимайло Г. Е. Описание путешествия в Западный Китай. Т. II. М., 1948. С. 219

Гумилёв Л. Н. «История народа Хунну».

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]