Хура (Устан сылтăм юппи)
Хура (выр. Чёрная) — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Уста шывĕн сылтăм юппи.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшыв çăлкуçĕ Копылиха ялтан икĕ çухрăм кăнтăр-хĕвеланăçнелле, вăрманта вырнаçнă. Малтан пĕр 12 çухрăм кăнтăр-хĕвеланăçнелле юхать, кайран, Нестеровкăпа пĕрлешнĕ хыççăн, çулĕ анăçалла пăрăнать. Пĕр 8-10 çухрăм вăл енелле юхнă хыççăн кăнтăралла юхма тытăнать. Çапла Ложка шывĕ пĕрлешиччен юхать, ун хыçăн кăнтăр-тухăçалла çаврăнать. Хура ялтан иртсен Уста шывĕпе пĕрлешиччен кăнтăралла юхать.
Хура шывăн юппийĕсем вăтăр ытла, пысăкки шутне Аннушка, Нестеровка, Хурăнлă, Уртюш (выр. Уртюж), Мăн Пайпаш (выр. Большой Байбаш), Ложка, Тимошинка, Федосиха, Канăш (выр. Каныш), Кумбра, Пăт (выр. Пудовка), Талица кĕреççĕ.
Юханшыв чылай вырăнта шурлăхлă вăрман тăрăх юхать. Ун тăрăхĕнче çак ялсем вырнаçнă: Вăрман комбиначĕн посёлокĕ, Шутски (пушă ял), Хура.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хура (Устан сулахай юппи) — сулахай юппи.