Контент патне куҫ

Хуханье

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хуханьехунсен ĕмпĕвĕ.

Моте вилсен Пӳçӳйттан пĕтĕм хун йăхĕсене пĕрлештерме хăтланать, анчах та унăн ăнăçлă ĕç тухмасть. Ун хыççăн 5 çарпуçĕ — Хуке-шаньюй, Çукки, Утçи-шаньюй, Чели-шаньюй, Хуханье — патша пулассишĕн кĕрешеççĕ.

Хунсен çарпуçĕсем питĕ хаяррăн çапăçаççĕ. Юлашкинчен Анăçра Çукки, Тухăçра Хуханье пуçпулса тăраççĕ. Пирĕн эрăччен 56 çулта вĕсен хушшинче çапăçу пулать. Çукки çарĕ йышĕпе пысăк пулнă пулсан та, ăна Хуханье çĕнтерме меслет тупать. Хуханье хăй Тухăç тăрăхне тытса тăрать, Анăç тăрăхне Çиçе (Чжичже) ятлă шăллĕне шанса парать.

Çиçе пиччĕшĕ пулăшнипе Çуккин тăванне Сӳнсӳн пике çапăçура çĕнтерет те хăйне никам çĕнтерейми çарпуçĕ теме тытăнать. Часах Çиçе хăйне патша тесе пĕлтерет. Çакна курса Хуханьен пиччĕшĕ Хуттус та хăйне Тухăçьен патши теме тытăнать. Виçĕ пĕртăван хирĕçсе каяççĕ, вĕсем хушшинчи вăрçă-харçă икĕ çул пырать.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.


Хунсен ĕмпĕвĕсем
Атăл | Ирнак | Моте | Пӳçӳйттан | Çиликкат | Çинçипул | Тинĕс | Улат | Хуханье | Эллак |