Хушма ĕçхĕл
Хушма ĕçхĕл е деепричасти, — глаголăн сăпатсăр форми, урăхла каласан вăл наклонени, вăхăт, хисеп тата сăпат тăрăх улшăнман сăмах. 1920-1930 çулсенче шкулти вĕренӳ кĕнекисенче ĕçхĕлтеш терминпа усă курнă. Деепричасти тĕп ĕç çумĕнчи хушăмлă ĕçе пĕлтерет (васкаса тумлантăм; ĕçлемесĕр пурăнать; тăрăшсан пулать), предложенире яланах глаголăн сăпатлă формине ăнлантарать, ытларах чухне каланăлăхташ пулать.
Чăваш чĕлхинчи деепричастисене икĕ ушкăна уйăраççĕ:
- авал пулса кайнисем — -сан (-сен), -сассăн (-сессĕн), -са (-се), -а (-е) аффикслă формăсем;
- хальтерех пулса кайнисем —иччен, -массерен (-мессерен), -нăçем (-нĕçем), -нăçемĕн (-нĕçемĕн), -уçăн (-ӳçĕн) аффикслă формăсем.
Хăш-пĕр деепричасти формисен хирĕçлев аспекчĕ пур, вăл глагол тĕпĕ çумне -ма (-ме) аффикс хушăннипе пулать: вуласа — вуламасăр, итлесе — итлемесĕр; вуласан — вуламасан, итлесен — итлемесен. -л (-е) аффикслă деепричасти формине пуплевре ытларах икĕ хут калаççĕ: вула-вула, чупа-чупа, сике-сике.
Уçă сасăпа пĕтекен глагол тĕпĕ çумне уçă сасăпа пуçланакан деепричасти аффиксĕсем хушăннă чухне морфемăсен чиккинче тĕрлĕ улшăнусем пулса иртеççĕ (пĕр уçă сасси тухса ӳкет е икĕ уçă сасă хушшине хупă сасă кĕрсе ларать):
- вула + иччен > вуличчен; вула + а > вула; ĕçле + ӳçĕн > ĕçлӳçĕн (пĕр уçă сасси тухса ӳкет);
- ту + иччен > тăвиччен; çу + иччен > çăвиччен; сӳ + иччен > сĕвиччен; ту + уçăн > тăвуçăн (в сасă кĕрсе ларать);
- çи + иччен > çийиччен; те + иччен > тейиччен; çи + ӳçĕн > çийӳçĕн; çи + е > çие (й сасă кĕрсе ларать).
Чылай деепричасти форми, -иччен тата -а (-е) аффикслисемсĕр пуçне, чăваш чĕлхинче çеç тĕл пулать, вĕсем ытти тĕрĕк чĕлхисенче çук.
Хăш-пĕр деепричасти формисем чĕлхе аталанса пынă май хыçсăмаха (каçа, кура, пула), союза (тесе, тесен, пулсан, мĕншĕн тесен, пулсан та), татăка (пулсан, пулин) тухса кайнă.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Ш., 1965;
- Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988; 2-мёш кăларăм. Ш., 1993.