Контент патне куҫ

Хыçсăмах

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хыçсăмах, — вĕçленекен сăмаха предложенири тепĕр сăмахпа çыхăнтарма пулăшакан пуплев пайĕ. Xыçсăмах тулли пĕлтерĕшлĕ сăмах хыçĕнче тăрса ăна ытти сăмахсемпе çыхăнтарать (Ку тутăра анне вапли илтĕм), апла пулсан хыçсăмах падеж аффиксене çывăх пулни курăнать.

Xыçсăмах умĕнчи сăмахсем (япала ячĕ, местоимени) тĕп, пару тата туху падежсенче пулаççĕ. Тĕп падеж формине ытти сăмахсемпе çак хыçсăмахсем çыхăнтараççĕ: вапли, витĕр, евĕр, каçа, каçхине, май, майăн, пек, пирки, пуçне, çинчен, тавра, таран, тăрăх, тери, урлă, хута, яхăн.

Пару падежне ытти сăмахсемпе çыхăнтаракан хыçсăмахсем йышлах мар: кура, пула, çити, çитиччен, хирĕç. Тĕп падеж хыççăн тăракан валли, май, тăрăх, урлă, яхăн хыçсăмахсем пару падежĕнчи сăмахсене те ыттисемпе çыхăнтарма пултараççĕ.

Туху падеж формине ытти сăмахсемпе пуçне, пуçласа, вара, урăх хыçсăмахсем çыхăнтараççĕ. Пуçне хыçсăмах туху падежĕсĕр пуçне çуклăх падежĕпе те çӳренине палăртмалла (мансăр пуçне, сансăр пуçне, кĕнекесĕр пуçне).

Xыçсăмах — улшăнман пуплев пайĕ, унăн нимĕнле категорисем те çук. Сайра хутра хăш-пĕр хыçсăмахсем (пек, пирки, таран, тери, яхăн) падеж аффиксĕсене, хăшĕ-пĕрисем тата -скер аффиксĕсене йышăнма пултараççĕ (ман пекки, карап пекскер; çур сехете яхăнсăр).

Пек, евĕр хыçсăмахсем танлаштару степенĕн аффиксне йышăнма пултарнине палăртмалла (ман пекрех, сан пекрех).

Хальхи хыçсăмахсем авал тулли пĕлтерĕшлĕ сăмахсемех пулнă, анчах та чĕлхе аталанăвĕнче вĕсем пĕр-пĕр формăра хытса ларнă та пулăшу пĕлтерĕшлĕ сăмахсене тухса кайнă: хыçсăмахсем япала ячĕсенчен (пуçне, валли, хута, çинчен), паллă ячĕсенчен (тавра, витĕр, хирĕç, урлă), глаголтан (кура, пула, çити, тесе) пулнă.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Ш., 1965;
  • Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988;
  • Сергеев В.И. Хальхи чăваш чĕлхи. Морфологи. Вĕренӳ кĕнеки. Ш.. 1992.