Контент патне куҫ

Хӑнум

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
"Hunting Procession of Dwarves" (1873) картинăри хӑнумсем. Картинӑна нимӗҫ ӳкерӳçĕ Мену Мӳлинк ӳкернӗ.

Хӑнумсем (сӑмах латин чӗлхинчен пулса кайнӑ пулас, gēnomos — «ҫӗр айӗнчи ҫын» е авалхи грек чӗлхинчен пулса кайнӑ, Γνώση — пӗлӳ) — анӑҫ Европа фольклорӗнчи карликсем, тӗпрен илсен нимӗҫсен тата скандинавсен халапӗсенче палӑраҫҫӗ, вӗсем юмахсен тата легендӑсен час-часах паттӑрӗсем. Вӗсем Европа халӑхӗсен кӗҫӗн мифологийӗн персонажӗсем шутланаҫҫӗ. Халапсем тӑрӑх, вӗсем ҫӗр айӗнче пурӑнаҫҫӗ, вӗсен сухалӗ вӑрӑм, вӗсем пуянлӑхпа, ӑсталӑхпа чапа тухаҫҫӗ.

Хӑнумсем, елӗхсемпе, хӑплинсемпе тата тӑрульсемпе пӗрле, фэнтези тата роль вӑййисен литература жанрӗн паллӑ паттӑрӗсем пулса тӑраҫҫӗ.