Чăвашла-финла словарь
Курӑнакан калӑплав
Чăвашла-финла словарь | |
Хуплашки | |
Жанр: | сăмахсар |
---|---|
Тăван кăларăм чĕлхи: | финла, чăвашла |
Кăларамçă: | Турку университечӗ |
Чăвашла-финла словарь (финн. Tšuvassilais-suomalainen sanakirja) - 2007-мĕш çулта Финляндире пичетленсе тухнă чӑваш сăмахсарĕ.
Авторĕсем:
- Арто Мойсио, Финлянди чĕлхисене тĕпчекен центрĕн ĕçлевçи,
- Йорма Луутонен, Турку университечĕн доценчĕ,
- Эдуард Фомин, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн доценчĕ.
Проекта Турку университечĕн Атăлçи халăхĕсен чĕлхине тĕпчекен сектор хутлăхĕнче 1999 - 2007 çç. пурнăçланă. [1]
Словарь калăпăшĕ - сакăр пин ытла сăмах, 286 страница.
Унăн никĕсне 1982-мĕш çулта Мускавра "Вырăс чĕлхи" издательствăра пичетленсе тухнă чăвашла-вырăсла словарь, Г.А. Дегтяревăн çĕнĕлĕх словарĕ тата ытти хăш-пĕр лексикон йĕркелет.
Кĕнекене 200 экземпляр пичетленĕ. Чăваш Республикинче ăна республикăн пичет архивĕнче, наци библиотекинче, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче паллашма пулать.
Çак кĕнекен иккĕмĕш кăларăмĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 2008-мĕш çулта тухма тивĕç.
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Турку университетри тетел лавккинче ку сӑмахсара 24 евро тӳлесе туянма пулать.
- ^ Арто Мойсио тата Йорма Луутоненпе интервью. Турку университечĕ 2008 ҫулхи Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.