Чăваш мусăкĕ
Чăваш мусăкĕ — чăваш культурин авалхи ĕмĕрсенчи фольклорĕ, XX ĕмерти классика пуянлăхне туптанă композиторсен, ытти мусăкçăсен пултарулăхĕ, хальхи юрăсемпе театрсенчи ĕçсен пĕрлехи мусăк пурлăхĕ.
Халăх мусăкĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш Енĕн çурçĕр районĕсенче юрăсене пĕрремĕш çуррине пĕр кварта тата квинта аялла е çӳлелле куçарса шăрантараççĕ. Метроритмикăра улшăнуллă виçепе усă кураççĕ. Уйрăм сыпăксене юрлани сайра, çаплах мелизмсене те ытлах усă курмаççĕ.
Классика мусăкĕ, опера тата балет
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш вокал мусăкĕнче (юрă, хор, çĕнетни) P. M. Лукин, Г. Я. Хирбю, Г. С. Лебедев, А. Г. Орлов-Шуçăм, А. Н. Тогаев композиторсем нумай вăй хурса ĕçленĕ. Вокал-симфони жанрĕнче "Самана" оратори ("Октябрь эпохи", 1965), "Ленин на Волге" (1970), "Тăван халăха" кантата (1960), Ф. С. Васильевăн "Фронтри эскизсем" сюити (1975), "Ленин" (1951), "Сказ о Чувашии" (1976) ораторисем, А. В. Асламасăн вок.-симф. поэми "Памяти поэта" (1956), Г. Я. Хирбюн "Патриотла оратори" (1970, Çеçпĕл Мишши сăвви), B. А. Ходяшевăн "Мухтав юрри" (1950), А. А. Петровăн "Чăваш Ен юрри" (1971), Т. И. Фандеевăн "Иван Яковлев" (1968) кантатисем, М. А. Алексеевăн "Породнение" (1976) поэми.
Симфони мусăкне хайлакансем: А. М. Токарев (çав шутра 4 симфонии - 1967, 1970, 1974, 1980), Фандеев (çав шутра симфони, 1954), М. А. Алексеев (4 симфони - 1961, 1964, 1971, 1977; "Чăваш каприччио", 1962), Ф. С. Васильев ("Военная симфония", 1975; симфониетта, 1953; поэма "Айдар", 1970), А. А. Петров (симфони, 1962), Асламаса ("Космос симфонийĕ", 1975), Хирбю, Ходяшев, А. Г. Васильев. Çавсемех инструмент концерчĕсем тата камера инструменчĕсем валли ӳнер ĕçĕсене хатĕрленĕ.
Чăваш мусăкне шăрантаракансем: юрăçсем - И. В. Васильев, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ А. И. Токсина, А. Г. Казакова, РСФСР тава тивĕçлĕ тата Чăваш АССР халăх артисчĕ Т. И. Чумакова, М. И. Денисов; хор дирижёрĕсем Ф. П. Павлов, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ В. П. Воробьёв, РСФСР халăх артисчĕ Ф. М. Лукин, РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ Г. С. Лебедев, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш АССР халăх артисчĕ А. Г. Орлов-Шуçăм.
Чăваш Енре Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ (1959), филармони (1936), Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблĕ (1924), Чăваш патшалăх радиопа телекурав хорĕ (1943), Чăваш Республикин КП (1940), Чăваш АССР хор пĕрлĕхĕ (1963), Халăх пултарулăхĕн çурчĕ (1936), мусăк вĕрентевĕшĕ (1929, Шупашкар), Чăваш педуниверситечĕн мусăкпа педагогика факультечĕ (1964), 40 мусăк шкулĕ ĕçлет.
Чăваш поп-мусăкĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чăваш рокĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Михайлов С. М., О музыке чуваш, "Казанские губернские ведомости", 1852, No 31, Хусан;
- Павлов Ф. П., Чуваши и их песенное и музыкальное творчество, Шупашкар, 1926;
- Илюхин Ю. A., Музыкальная культура Чувашской АССР, в кн.: Музыкальная культура автономных республик РСФСР, Мускав, 1957;
- Илюхин Ю. A., Музыкальная культура Чувашии, вып. 1, Шупашкар, 1961;
- Илюхин Ю. A., Композиторы Советской Чувашии, Шупашкар, 1978;
- Илюхин Ю. A., Роль деятелей музыки русского и других народов в развитии чувашской музыкальной культуры, в сб.: В великом содружестве советских народов, Шупашкар, 1974;
- Ржанов В., Поёт чувашский народ. (Сб.) (сост. Шупашкар, 1962;
- Марков Б. С., Рождение музыкального театра Чувашии, Шупашкар, 1965;
- Жирнов Л. В., Хоровая культура Чувашии, Шупашкар, 1965;
- История музыки народов СССР, т. 1-5, М., 1970-74;
- Эррэ Т. A., Чувашская опера, Шупашкар, 1979.
- Л.И. Бушуева, Ю.А. Илюхи, «Чăваш Енĕн композиторĕсем», ЧКИ, Шупашкар, 2014.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халăх мусăкĕ |
|
---|---|
Халăх мусăкĕн жанрĕсем |
Кăссай · Чăнлав · Джига · Дума · Кĕреке юрри · Каланда · Сăпка юрри · Шанти тинĕс юррисем · Хорнпайп · Такмак |
Регионри тата этнос сценисем | |
Халăх мусăкне хальхи поп-мусăкпа çыхăнтаркан стильсем |
J-pop · New Weird America · Анатоли рокĕ · Анти-фолк · Дарк-фолк · Инди-фолк · Каупанк · Келтик-метал · Келтик-панк · Келтик-рок · Келтик-фьюжн · Латин-поп · Латин-рок · Мидивал-фолк-рок · Нью-эйдж мусăкĕ · Ориентал-метал · Поп-фолк · Прогрессив-фолк · Психоделический фолк · Рага-рок · Регги · Ритм-н-блюз · Вăтам ĕмĕрсенчи метал · Турбо-фолк · Фолк-барок · Фолк-джаз · Фолк-метал · Фолк-панк · Фолк-рок · Славян фолкĕ · Этно-электроника |
Урăх статьясем |