Чăваш поп-мусăкĕ
Чăваш эстрада мусăкĕ (франц. estrade — "çÿлĕлетнĕ вырăн"), — популярлă, халăхра анлăн сарăлнă, пурте юрлакан "çăмăл жанрлă" юрăсем пирки сăмах пырать. Ун пеккисене час-часах тĕрлĕ концертсенче, шоусенче юрлаççĕ, артистсем вара хайхи "çÿлĕлетнĕ вырăнта" (эстрада текенни çинче) тăраççĕ.
Эстрада мусăкне поп-мусăк текен ăнлав пит çывăх тăрать[1]. Анчах та юлашки терминпа эстрадăри вĕр-çĕнĕ, ĕлĕкхисенчен уйрăларах тăракан жанрсене кăна палăртаççĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш культуринче "çăмăл жанрлă" юрăсем яланах пулнă. Ун пеккисене ытларах çамрăксем кăмăлланă. Калăпăр, çавăн йышшисен шутне "Ан авăн, шĕшкĕ", "Пирĕн урам анаталла" евĕрлĕ юрăсене кĕртме пулать. Çураласса та вĕсем XIX ĕмĕр вĕçнелле çеç çуралнă пулмалла. Авторĕсем, паллах, паллă мар. 1918-мĕш çулта чăваш театрĕ çуралать, ялсенче вулав çурчĕсем, клубсем ÿсе-ÿсе лараççĕ. Çак пулăмсем чăвашсен çăмăл мусăкне малалла аталанма майсем туса параççĕ. Чăн та, аталанăва кун пек ăнлантарнипе питех килĕшсех кайман çынсем те пур. "Пĕтĕмĕшле илсен, чăваш эстради калчалана пуçлани вунпилĕк çула яхăн", — тенĕ тахçан Борис Чиндыков "Аван-и" хаçатра[1].
Çавăн пекех кунта Чăваш радио, Чăваш телекурав (1960-мĕш çулсенчен пуçласа) пĕлтерĕшесене палăртмалла. Уйрăмах "Ăраскал" радиокăларăм пĕлтерĕшĕ пысăк. "Ялав", "Тăван Атăл" журналсем юрăсен сăввисене тата нотисене пичетлесе кăлараççĕ. Вырăсла тухса тăракан "Молодой коммунист" хаçат, каярахпа çавăн пекех "Аван-и" хаçат та, чăваш эстрадин проблемисемпе ытти ыйтăвĕсене анлăн çутатаççĕ. Хăшпĕр чухне ку ĕçе "Коммунизм ялавĕ" хаçат та хутшăнать. Ытти факторсене асăнса Борис Чиндыков акă мĕн тет[1]:
Çав вăхăталла Шупашкара ялĕ-ялĕпе куçса ки-лекен чăваш яш-кĕрĕмĕн аллине магнитофон таврашĕ йышлă çакланма тытăнать, уйрăмах «кассетниксем», вĕсене пур çĕрте те тупса илме пулатчĕ, хакĕ те йÿнеçÿллĕччĕ, кассеттисене те кашни кĕтес-рех сутатчĕç. Кăмăла каякан пĕр-пĕр юрра çыртарса илесси вара ансатран та ансатчĕ: укçасăр-мĕнсĕр, пĕр-пĕринчен, юлташла. Чăваш ачи-пăчи кĕптĕртетсе пурăнакан вуншар общежити чикĕ леш енчен тата Раççейĕн тĕпхулисенчен вĕçсе çитнĕ пылак та илĕртÿллĕ юрă-кĕвĕпеле тулнăччĕ, анч^х ку, тем тери кăмăла кайсан та, пĕрех çырлахтарма пултараймастчĕ: чун, çĕкленсе кайсан е тунсăхпа тулсан, чăваш юрринех ыйтатчĕ. Мĕнле те пулин (лайăхскер-и, начарскер-и — ку иккĕмешле ыйту) наци поп-музыки вирхĕнсе килесси общежити кори-дорĕсен пĕр вăхăтрах ирĕклĕ те пăнтăх сывлăшĕн кашни лаптăкĕнчех сисĕнсе тăратчĕ.
Совет тапхăрĕнче чăвашла юрăсене шăрантаракан, патшалăх укçи-тенкин пулашăвĕпе пурнакан ик-виçĕ ансамбль пулнă. Патшалăх тытăмĕнче маррисем вара, 1970-мĕш çулсенчен пуçласа, кашни пысăкрах ялтах, çавăн пекех хăшпĕр вăтам шкулсенче те, шăта-шăта тухнă. Паллах, вĕсен репертуарĕнче, тĕпрен илсен, вырăсла "совет юррисем" пулнă ĕнтĕ. Анчах та теплерен пĕрре чăваш юррисене тĕпе хуракан ушкăнсем тата юрăçсем те тупăнкаланă. Чат хăйсен композицийĕсене хайласа халăх патне кăларакансем вара тата сахалтарах.
Профессионалсем ăсталанă, халăх патне çитернĕ эстрада мусăкĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку тĕлĕшпе çÿлерех асăннă Борис Чиндыков каланисем çине çаврăнса пăхар[1]:
Наци эстради идейин чи пĕрмĕш пионерĕ, ахăртнех, Валерий Игнатьев-тăр, чăваш эстрадин паянхи кунхи, мĕнле калас, чи ватă та сумлă кашкăрĕ. Чылай ансамбльте вăй хунă, аппаратурă-на аллинчи пилĕк пӳрнине пĕлнĕ пек пĕлет. Унсăр пуçне тата (ку, тен, чи кирли-тĕр) тĕрлĕрен ĕç-пуçсене йĕркелес ăсталăхĕпе стажĕ калама çук пысăк. Игнатьевăн ĕçĕ-хĕлĕ хăй вăхăчĕшĕн çĕнĕ, хăюллă, малĕмĕтлĕ утăм пулнă. Çав утамăн малаше халĕ куçкĕрет. Ун ăнăçуллăрах ĕçĕсем пирки сăмах тапратсан, эпир тӳрех К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш академи драма театрне лекетпĕр.
70-мĕш —80-мĕш çулсен чиккинче ун аслă режиссерĕ Валерий Яковлев хăшпĕр спектакльсене сине тăрсах эстрада сĕмне кÿртме пикенет. Чăваш культурин ытти тĕсĕсемпе танлаштарсан, академи драма театрĕ яланах хура халăха çывăхрах тăма тăрăшнă та, тăрăшать те; путсĕр эстрадăна вал хăйĕн пархатарлă храмне йыхрав туни те, паллах, чăваш çамрăкĕсем эстрада енне туртăна пуçланипе çыхăннă. Çав вăхăталла чăваш сцени çине джинсă тăхăннă çамрăксем тухаççĕ, электронлă инструментсем янрама тытăнаççĕ. Шекспирăн «Ашкăнчăк инкесем» комедине В. Яковлев мюзикл евĕр лартать. Музыкине вал вăхăтра Раççейре питех те палăрнă эстрада композиторĕ, вырăсланса пĕте пуçланă Александр Мажуков чăваш (вăл Çĕмĕрле районĕнчи Çĕмĕрле ялĕнче çуралнă, теççĕ) çырать, аранжировки, тĕпрен илсен,— В. Игнатьевăн. Çак пысăк ĕçе пурнăçлама чылай вăй хума тивнĕ пулин те, ĕçĕ ăнăçсăрлăха пырса тăрăнать. Кăна эпĕ театр искусстви тĕлĕшĕнчен мар, наци эстради аталанăвне пăхса калатăп. Чылай сăлтава пула Мажуковпа Игнатьевăн пĕрлехи ĕçĕ чăваш çамрăкĕсен чунĕ-чĕри патне çул тупаймасть. Чăн малтанах акă мĕнлерех ыйту тухса тăрать пирĕн ума: тивĕçлĕ никесех пулнă-ши çак комеди наци эстрадине уралантарас ĕçре? (Паллах, ку театрăн тĕп тĕллевĕ пулман ĕнтĕ, анчах та эстрада аталанăвĕн историне пăхнă чух ку ыйту ирĕксĕрех мала тухать.) Вилĕмсĕр акăлчанăн урăхрах япалине илмелле пулман-ши, çамрăксене çывăхраххине, чуна ытларах витерекеннине? Театр çав вăхăталлах.кăларнă тепĕр паллă ĕç — наци культурин феноменĕ пулса тăнă «Праски инке хĕр парать» музыкăллă комеди, авторĕ — Ульяновск облаçĕнче ĕçлесе пурăнакан А. Чебанов. Кунта, «Ашкăнчăк инкесемпе» танлаштарсан, урăх¬рах, чăваш çыннине çывăхрах стилистика. Анчах, сапах та, çак икĕ спектакль-карнавал хушшинче уйрăмлăхран ытларах пĕрлĕх. Вĕсем иккĕшĕ те «Инкесен вăййи» çинче тытăнса тăраççĕ. Музыкине те кунта çакна шута илсе хайланă, çыраканĕ — вăл вăхăтрах ĕнтĕ самай палăрнă, халăх хушшинче анлă сарăлнă юрăсен авторе Юрий Кудаков, аранжировки — Валерий' Игнатьевăн. «Праски инке» юррисем, «Ашкăнчăк инкесеннипе» танлаштарсан, чăваш чунне çывăхрах, ансатрах, анчах-çке темшĕн каллех эстрада юхăмĕн чăн пуçламăшĕ пулма пул-тараймарĕç. Тепĕр тесен, «пăштик-пăштик» вал пăштик-пăштиках пуль çав
.
Вăт çавăн пек вăрăм цитата. Ун çумне тата ак çакна хушса калама пулать. "Ашкăнчăк инкесем" тата "Праски инке хĕр парать" спектакльсене халăх аван кĕтсе илнĕ пуль-ха. Унти мусăка та юратман мар-тăр. Çапах та ăна, çав мусăка, кулленхи пурнăçа кĕртни, ярса илсе ялан юрласа çÿреме тăрăшни, уйрăм юрăçсемпе ансамбльсен, ушкăнсен репертуарне кĕртни, "саламлă çырусен" пайĕ туса хуни пулман. Хит, шлягер шайне хăпарайман вĕсем. Авторсем хайлавсемпе çапларах сиксе тухнă пулсан савăннă çеç пулĕччĕç пуль те, анчах чăннипе вĕсен çаванашкал "хăпартмалли" тĕллевĕсем пулман ĕнтĕ. Вĕсене те, ыттисене те асăннă "шай" тĕппипех çырлахтарнă.
Профессилле мар ăçтаçăсен пултарулăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мусăк ăсталасси тата ăна халăх патне çитересси — кăткăс ĕç. Ахальтен мар ку ĕçе 20 çул таран ниçта пăркаланмасăр вĕренме тивет. Çав вăхăтрах хăй тĕллĕн вĕреннĕ ăстаçăсемпе ытти çавăн пек халăхран тухнă талантсем те пур. Калăпăр, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсенех илер. Ун пеккисене Ю.А.Илюхин мусăк тишкерÿçи композитор-мелодист тенĕ.[2]
Уйрăм хитсемпе шлягерсен историйĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]"Çуркунне" ятлă юрăсем пайтах. Акă вĕсенчен пĕри:
Çуркунне, çуркунне, çуркунне,
Янратаççĕ кайăксем юррисене.
Çуркунне, çуркунне, çуркунне,
Юратаççĕ каччăсем хĕрĕсене.
Ку юрра Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ялĕнче çуралса ÿснĕ, унтах пурăннă çап-çамрăк Нина Химетова çырнă — сăмахĕсене те, кĕввине те.[3][4] Юрра Аслă Чеменре тата таврари ялсенче вырăнти ансабльпе пĕрле юрланă тĕрлĕрен концертсенче.
Каярахпа Нина Химетова качча тухнă, упашкипе пĕрле Чĕмпĕр облаçĕнчи Кĕçĕн Накаткин ялне куçса кайнă. Нумай ача амăшĕ пулса тăнă.[5] Ку ялти шкулта пуçламăш классенчи ачасене вĕрентсе пурăннă. Çулĕсене кура хальхи вăхăтра пенсире пулма кирлĕ. Тата ытти юрăсем хайланă-ши вăл е çук-ши — ку та паллă мар халлĕхе.
Чăваш эстрадин пĕрремĕш хит-юррисене Елчĕк районĕн Патреккел халăх хорĕн ертӳçи Геннадий Борисов хайланă: «Куç харшисем мĕншĕн хура», «Вăрмана кĕнĕ чух шăхăрса кĕр». Çаплах Юрий Айдаш вырăс халăхĕн «Красный мак цветет» юррине чăвашлатса «Хĕрпе каччă» ят панă
Шăпчăксем юрланă чух, çурхи лапкă каç, мĕнле лайăхчĕ ун чух савнă туспала. Юратап тесе, пăхрăн эс куçран, ах, савни, савни мĕн пулчĕ сана
.
Мĕтри Кудаковăн «Сир, анне, чÿрече каррине» вара мĕнпур чăваш чунне çӳçентерсе ярать.
XX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Вениамин Пехил халăх умне «Шăнкрав курăкĕ» ĕçĕпе тухать. Малашне те Вениамин Смирнов селĕм юрăсене чун кĕртет: «Куçусем», «Тополь мамăкĕсем», «Сана мар саватăп, сана мар», «Чарлан».
Чăваш эстрадине паянкуна пиллĕк ушкăна пайлама пулать.
I. Чăваш эстради галактикин варринче – Иван Иванович Христофоров.
II.
- Николай Казаков
- Петр Романов
- Людмила Семенова
- Виталий Гордеев
- «Çеçпĕл» ушкăн
- «Çавал» ушкăн
- Василий Раймов
- Светлана Асамат
- Елена Степанова
- Валерий Яковлев
- Виталий Адюков
- «Илем» ушкăн
- Виктор Петров
- Елена Леонтьева
III. Йышĕпе Хур кайăк çулĕ евĕр курăнать.
- Олег Кăйкăр
- Олег Самана
- Альбина Сарри
- Маргарита Туринке
- Вячеслав Христофоров
- Сергей Павлов
- Александр Васильев
- Елена Османова
- Михаил Федоров
- Александр Мингалев
- Стас Владимиров
- Катя Петрова
- Алина Федорова
- «Янташ», ертӳçĕ — Анатолий Никитин
- «Альянс» ушкăн
- Надежда Заводскова
- Светлана Хардова
IV.
- Светлана Яковлева
- Алексей Мурзуков
- Любовь Афанасьева
- Константин Евруков
- Людмила Степанова
- Елена Кузьмина
- Станислав и Верония Толстовсем
- Аркадий Никифоров
- Светлана Кузьмина
- Григорий Вакку
- Рена Грачева
- Владимир Леонтьев
- Светлана Печникова
- Николай и Любовь Гордеевсем
- Зоя Спиридонова
- Антонина Краснова
- Юлия Юнисова
- Иван Шинжаев
- Валентина Телей
- Сергей Кувшинов
- Александр Егоров
- Людмила Кудряшова
- Татьяна
- Алина Федорова
- Валерий Дмитриев
- Виталий Осипов
- Виктор Сергеев
V. Ку ушкăна çамрăк юрăçсене хушнă. Виталий Сергеев Алексей Шадриков Алексей Московский Ольга Кондратьева Аида «Тин» «Апельсин каччисем» Вячеслав Александров Мария Феофанова Елена Иовлева Катя Голубева Алина Михайлова «Хавас» Тамара Ишмуратова Алина Варна «Салам» Вячеслав Долгов Надежда Юрпи Евгений Назаров Катя Голубева
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- М. Г. Кондратьева "Чувашская музыка. От мифологических времен до становления современного профессионализма", Мускав, 2007, ISBN 978-5-9292-0168-4.
- Эстрада - социаллӑ пулӑм [Текст] : [эстрада аталанӑвӗ ҫинчен] / Элли Илле // Хыпар. - 2005. - 12 ака. - С. 2. - (Литературӑпа ӳнер кӑларӑмӗ ; № 2)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1, 2, 3 тата 4 Чиндыков, Борис ЧАВАШ ПОП-МУЗЫКИ: УМТАПХĂР.
- ^ Паллах, ку ăнлава вăл хăй шутласа кăларман, анчах та çав сăмахпа ытти мусăкçăсем усă курни пит курăнсах каймасть.
- ^ Александр Васильев юрлать. Çуркунне.
- ^ Чăваш юрри халăхра.
- ^ Шел, унăн ашшĕ ятне пĕлместпĕр-ха. Хушамачĕ вара паллă — Ершова.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăваш эстради 2016 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
- ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН КЛУБĔ