Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чăваш патшалăх юрăпа
ташă академи ансамблĕ
Тĕп информаци
Жанр фольклор, классика
Çулсем 1924 - хал.вăх
Патшалăх Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
Йĕркеленнĕ вырăн Шупашкар
Чĕлхе чăваш/вырăс
ch-ansamble21.ru

Шаблон:Сортлани: ӳкерчĕксемпе

Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблĕРаççейре тата тĕнчере паллă пултарулăх ушкăнĕ, Пĕтĕм Союзри тата Пĕтĕм Раççейри конкурссен лауреачĕ, Чăваш Республикин К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх парнин лауреачĕ.

Ансамбль Европăри, Азири тата Африкăри 10 ытла çĕршыва çитсе чăваш культурипе паллаштарнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ансамбле чăвашсен профессиллĕ мусăкĕн никĕсне хуракансем — Ф. П. Павловпа В. П. Воробьев композиторсем — йĕркелесе янă.

Пĕрремĕш хут мусăк ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхне 1924 çулта Чăваш çĕрĕн тĕп хулинче кăтартнă.

Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблĕ Нан-Йиньре (Китай республики, Тайвань) 2012 çулхи юпан 1-16-мĕшĕсенче иртнĕ Тĕнчери фольклор фестивалĕнчен таврăннă. Фестиваль программипе Тайнань провинцинче 12 концерт панă, вĕсенче 13 патшалăхран хăнана килнĕ артистсем (Болгари, Серби, Мексика, Филиппинсем, Сингапур, Япони, Индонези, Латви, Непал, Турци тата урăх.) тата 16 вырăнти ушкăн хутшăннă[1].

2013 çулхи утăн 27-мĕшĕ — çурлан 5-мĕшĕнче Чăваш ансамблĕ Мексикăра иртекен San Pedro Atocpan Пĕтĕм тĕнчери фестивальне хутшăннă[2].

2014 çулхи утă уйăхĕн 18–27-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ иртнĕ Çурçĕр Каролинăра (Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсем) иртнĕ фольклор фестивальне хутшăннă[3].

Раççейре тата ют çĕршывра паллă Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ Лефкадра иртекен пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивальне хутшăнĕ[4]

Ертӳçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ф. П. Павлов — чăваш драматургипе професилле мусăкĕн никĕсне хываканĕ.
  • В. П. Воробьев — чăваш професилле мусăкĕн никĕсне хываканĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • М. Г. Кондратьев, «Чувашская музыка. От мифологических времён до становления современного профессионализма», Мускав, 2007.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]