Чăваш чĕлхине вĕрентес меслетлĕх кафедри (ЧППУн Чăваш филологи факультечĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Чăваш чĕлхине вĕрентес меслетлĕх кафедри, — И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи Чăваш филологи факультетĕн кафедри.

Кафедра пуçлăхĕ — Игнатьева Валентина Ивановна.

Кафедра кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш чĕлхи методикине тата тĕрлĕ факультетсенче чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçсен пахалăхне ӳстерес тĕллевпе 2004-2005 вĕренӳ çулĕнче факультетра чăваш чĕлхине вĕрентес меслетлĕх кафедрине уçнă.

Кафедрăра ĕçлекенсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш чĕлхине вĕрентес меслетлĕх кафедринче ĕçлекенсем

Хальхи вăхăтра кафедрăра педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Артемьева Т.В. доцент, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Брусова Г.Ф. доцент, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Лебедева Е.А. доцент, Николаева К.И. доцент ĕçлеççĕ. Кафедрăна педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Игнатьева В.И. доцент ертсе пырать.

Меслетлĕх кафедринче ĕçлекен преподавательсен ăслăлăх тĕпчевĕсем, пĕтĕмĕшле илсен, чăваш чĕлхине тĕрлĕ вĕрентӳ заведенийĕсенче вĕрентессипе çыхăннă. Преподавательсенчен чылайăшĕ шкул учебникĕсен, вĕрентӳ пособийĕсен, учительсем валли хатĕрленĕ меслетлĕх кĕнекисен авторĕ.

Çавăн пекех кафедрăра ĕçлеççĕ: