Антарктида
Антаркти́да (ἀνταρκτικός — Арктикăн тепĕр енĕ) — Çĕрĕн кăнтăрĕнчи континенчĕ, Антарктидăн тĕп варри кăнтăр географи полюсĕпе пĕр танах темелле.
Çутçанталăк
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Рельефĕ тата пăрлăхлă витĕмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Антарктида — Çĕр çинчи чи çӳллĕ континент, кунти çĕр пичĕн вăтам çӳллĕшĕ 2000 м, континенчĕн варринче тăрри 4000 метăра çĕкленет. Çак çӳллĕшĕн чылайăш çĕрĕ пĕрмайах пăрпа витĕннĕ, айĕнче — континентăн çĕр пичĕ, унăн ~5 % лаптăкĕ çеç пăртан таса — ку çĕрсем Анăç Антарктидăпа Трансантарктикă тăвĕсенче: утравсем, çыран хĕр татăкĕсем, «типĕ айлăмсем» тата пăрлăх çийĕн çӳле кармашакан уйрăм ту виркĕсĕсемпе тăррисем (нунатаксем).
Трансантарктикă тăвĕсем, пĕтĕм материка касса иккĕне пайлакан (тĕрлĕ уйрăм пулăмлă тата геологи тытăмĕллĕ Анăçпа Тухăç Антарктиди). Тухăçĕнче çӳллĕ (чи çӳллĕ пăрлă вырăнĕ тинĕс шайĕнчен ~4100 м), пăрпа хупланнă плато. Анăç енĕ хăйсем хушшинче пăрпа çыхăннă сăртлă утравĕсен ушкăнĕнчен пухăнать. Лăпкă океан çыранĕн хĕрринче Антарктикă Андĕсем вырнаçнă, çӳллĕшĕ 4000 м ытла; чи çӳллĕ тӳпи — тинĕс шайĕнчен 4892 м çӳллĕшĕнче— Сентинел ту хысакĕн Винсон массивĕ. Анăç Антарктидăра континентăн чи тарăн шăтăкĕ — Бентли шăтăкĕ, рифтăран пулнă темелле. Бентли шăтăкĕн тарăннăшĕ, пăрпа тулнăскер, тинĕс шайĕнчен 2555 м аялларах пулать.
Антарктикăн пăрлăх хӳтлĕхĕ планетăн пысăк пăрлăх хӳтлĕхĕ шутланать, Гренланди пăрлă хӳтлĕхĕнчен лаптăкĕпе 10 хута яхăн мăнă. Кунта ~30 млн. çм³ пăр пурлăхĕ, тепĕр сăмахпа, Çĕр çинчи типçĕрĕн 90 % пулать. Пăрлăх хӳтлĕхĕ тӳпе (купол) евĕрлĕ. Пăрлăхăн вăтам хулăнăшĕ 2500—2800 м, Тухăç Антарктидăн хăшпĕр çĕрĕсенче — 4800 м. Пухăнса пынă пăрлăх хуплăвĕ абляци (аркану) тĕлнелле, континентăн çыранĕн хĕррине (Ӳкер. 3) юхать; пăр катăлса, айсберг пулса тăрать. Çул тăсăлăвĕнчи абляци калăпăшĕ — 2500 çм³.
Анăç Антарктидăра айлăмри шельф пăрлăхĕсен пайĕ пĕтĕм шутĕнчен ~10 % пулать, çак пăрлăхсенчен капай айсбергсем тухаççĕ, вĕсем Гренланди фиорд пăрлăхĕсенчен патмартарах пулаççĕ; сăмахран, 2000 çулта шельф Росс пăрлăхĕнчен çав тери мăн (2005 çул тĕлне) 10 000 км² ытла лаптакĕллĕ B-15 айсбергĕ калса уйрăлчĕ. Çу тапхăрĕнче (Çĕрĕн кăнтăр çур чăмăрĕнче хĕлле пулать вăл) Антарктика çурутравĕ таврашĕнчи тата Росс тинĕсĕнчи шельф пăрлăхĕсем анлăланса кайнипе Антарктидăн пăрлăх лаптăкĕ 3—4 млн. çм² калăпăш чухлĕ ӳсет.
Антарктидăн хальхи пăрлă пĕркевĕ темиçе мильон çул каялла пулса тăнă, малтан Кăнтăр Америкăпа Антарктика çурутравне çыхăнтаракан пымакĕ шыв айне кайнă, пулмалла, вара çакăн хыççăн, антарктика циркумполяр юхăмĕсем (Анăç Çилĕсен юхăмĕ) пулса каяççĕ, антарктикăçум шывсем Тĕнче Океанĕнчен уйрăлаççĕ — çак шывсем Кăнтăр океанĕ шутне кĕреççĕ.
Геологи тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тухăç Антарктидăн геологи тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕплĕнрех Антарктида геологийĕ статьяра тĕпчесе вулăр.
Тухăç Антарктида авалхи кембриченхи континент платформи (кратон) пулать, вăл Инди, Бразили, Африка тата Австрали платформисемпе пĕр танăш шутланать. Çак пур кратонсем Гондвана суперконтинент арканса кайсан пулса тăнă. Кристаллă фундаменчĕн чулĕсен çул шучĕ 2,5—2,8 млрд. çула çитет, чи ĕлĕххи тăприсем Эндерби çĕрĕнчи — 3 млрд. çул ытла ватă.
Кунта çĕр никĕсĕ (фундаменчĕ) анса ларнă çамрăк пĕркенĕвĕпе, 350—190 млн çул каялла, ытларах тинĕс тĕппинчен пулнăскерпе, витĕннĕ. 320—280 млн. çул шучĕ сийĕсенче пăрлăх каяшĕсем тупăнаççĕ, каяраххисенче вара ӳсентăрансемпе чĕрчунсен юлашкисем, вĕсен шутĕнче ихтиосавăрсемпе динозаврсем, тĕл пулаççĕ: Çак ĕнтĕ сĕм авал климачĕ хальхинчен самаях уйрăлса тăнине катартать. Антарктидăра ĕçленĕ пĕрремĕш тĕпчевçĕсем ăшша кăмăллакан рептилисемпе упа сарриллĕ флорăна тупни горизонталь енĕллĕ плитасем куçнине палăртакан ăслăлăх концепцине çирĕплетет.
Анăç Антарктидăн геологи ăшчикĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Анăç Антарктидă çамрăк та таткаланса пĕтнĕ пайĕ шутланать, вăл юлашки 500 млн. çул хушшинче антарктикă плитти çумне континтăн пĕчĕк фрагменчĕ-микроплиттисем çыпçаннă май пулса тăнă. Юлашкисенчен чи пысăкки Элсворт тăвĕсем, Антарктикă çурутравĕ тата Мэри Берд çĕрĕ шутланаççĕ. Çак микроплиттасем антарктикă плиттипе çапăннипе Анăç Антарктикăн тăвĕсем ӳссе тăраççĕ.
Сейсмă хастарлăхĕ. Вулканисăм.
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Антарктидă тектоникă енчен лăпкă континент шутланать. вулканисăм анăç Антарктикăпа Андă тапхăрĕнчи ту йышăланăвĕнче пулса тăнă Антарктикă çурутравĕпе çыхăннă. Хăш вулканĕсем, уйрăмах утраврисем, юлашки 200 çул хушши пĕрхĕнсе ларнă. Антарктидăн чи хастар вулканĕ — Эребус. Ăна «Кăнтăр полюсĕн çулне сыхлакан вулкан» теççĕ.
Климат
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕплĕнрех Антарктикă климачĕ статьяра вулăр. Антарктида çав тери хаяр сивĕ климатпа палăрса тăрать. Тухăç Антарктидăра абсолютлă сивĕ полюсĕ вырнаçнă, унта чи аял температурăна −89,2 °C («Восток» станцийĕ çумĕнче) палăртса çырса илнĕ.
Метеорологи енчен Тухăç Антарктидăн тепĕр уйрăмлăхĕ шуçса вĕрекен (катабатика) çилĕсемпе çыхăннă, вăл материкăн тӳпе евĕрлĕ çĕр питечен (рельефĕнчен) килет. Çак тăнăç çилсем пăрлăх витĕмĕн кăнтăрти чăнкă айăккисенче вĕрсе килеççĕ, çак сивĕлĕхе пула пăр çумĕнчи тачăлăх ӳсет те сив сывлăш сăрт айăккипе аялалла шуçса анать. Ку сывлăш сийĕн хулăмăшĕ 200—300 м çитет; çил пăрлă тусана вăркăштарнипе тавралăх начар курăнать. Шуçса анакан çил хăвăртлăхĕ сăрт чăнкăлăхĕнчен килет, чи мăн хаватне чăнкă сăртлă çыран çумĕнче çитет. Уйрăмах шуç çилсем антарктикă хелĕнче — акаран пуçласа юпачченех талăкĕпех вĕреççĕ, юпаран пуш уйăхĕ таранчен — çĕрле е Хĕвел горизонтран çӳллĕ мар тăракан вăхăтра тустараççĕ. Çу кунĕсенче Хĕвел пĕçертнипе çыран хĕрринчи ура айĕнчи сывлăш сийĕсем куçма пăрахаççĕ.
Варринчи шывсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Органикă тĕнчи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Биосфера Антарктидăра 4 «пурнăç тĕпĕсем» вырнаçнă: юнашар утравсемпе пăрсем, материкăн çыранри оазисĕсем (тĕслĕхрен, «Бангер оазисĕ»), Мирный патĕнчи нунатаксен арени (Амундсен тăвĕ, Виктори Çĕрĕнчи Нансен тăвĕ тата ыттисем) тата пăрлăх витĕмĕн арени. Ӳсентăрансемпе чĕрчунсем йышлăрах тинĕс çумĕн çĕрсенче тĕл пулаççĕ. Пăртан тасалнă çĕр татăклăхĕсенче мăк тата лишайник курăкĕ ӳсет. Кăткăс ӳсентăран тĕсĕ сахал, тĕрлĕ тĕслисем Антарктика çурутравĕн çурçĕр-анăç çыранĕ хĕрринче çеç (вунпӳ шучĕллĕ) тĕл пулаççĕ.
Антарктика чĕрчунĕсем çыран çумĕнчи Кăнтăр океанĕн экосистемипе усă кураççĕ. Антарктика шывĕсем зоопланктонпа пуян, уйрăмах, крильпе. Криль тӳррĕн е урлă-пирлĕ чылай пулă тĕсĕсен, кит евĕрлисен, кальмарсен, тюленьсен, пингвинсен тата урăх черчунсен апат-çимĕç куçăмăвĕн паллă сыпăкĕ шутланать; пĕтĕмлĕ тип çĕр çинче пурăнакан сĕт ĕмекенсем Антарктидăра çук, çурăм шăммисăррисем ~ тăпрари 70 тĕсĕллĕ сыпăнчăк-ураллă (хурт-кăпшанкăсемпе эрешмен евĕрлисем) нематодсем.
Çын тата Антарктида
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Континета тĕпчени
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кăнтăр поляр çаврине карап çинче пĕрремĕш голландсем каçнă; вĕсене 1559 çулта Магеллан тинĕс пырĕнче çӳренĕ Яков Магю эскадрине кĕрекен Дирк Гееритц ертсе пынă. Шторм хыççăн эскадрăна çухатнă Гееритц карапĕ кăнтăралла кайнă. 64° кăнтăр ш. çити ансан вăл çӳллĕ çĕре асăрханă. 1671 çулта Ла Рош Кăнтăр Георгие уçнă; 1739 çулта Бувэ утравне уçнă; 1772 çулта Ĕнчĕ океанĕнче Ив-Жозеф Керглен, франци тинĕс офицерĕ, хăйĕн ятне тивĕçнĕ утрава тупнă. Кергленпе пĕр вăхăтрах Англирен хăйĕн пĕрремĕш кăнтăр çур чăмăрне çӳреве Джеймс Кук тухнă, 1773 сулхи кăрлач уйăхĕнче «Adventure» тата «Resolution» карапсем кăнтăр поляр çаврине 37°33' т. д. меридианĕ тĕлĕнче каçнă. Пăрсемпе чылай кĕрешнĕ хыççăн вăл 67°15' к. ш. çитнĕ те çурçĕрелле пăрăннă. 1773 çулхи раштав уйăхĕнче Кук каллех кăнтăр океанне тухнă, раштавăн 8-мĕшĕнче унăн урлă каçса 67°5' к. ш. параллелĕнче пăрсен тыткăнне лекнĕ. Пăр ытамĕнчен хăтăлсан, Кук кăнтăралла кайса 1774 çулхи кăрлач уйăхĕнче 71°15' к. ш., Çулăмлă Çĕртен кăнтăр-анăçарах, çитет. Кунта витĕр тухмалла мар пăр хӳми унăн çулне чарать. Кук пĕрремĕш кăнтар тинĕсĕсене çитет те темиçе çĕрте иртмелле мар пăрсене пула каялла таврăнать. Ăна тимленипе 45 çул хушши поляр экспедицисене пуçтарман.
Антарктидăна (кăрлач, 28) 1820 çулта вырăс экспедицийĕ Фаддей Беллинсгаузенпа Михаил Лазарев ертсе пынипе уçнă. Вĕсем "Восток" тата "Мирный"шлюпсемпе хальхи Беллинсгаузен пăрлăхĕ шельф районĕ патĕнче çĕнĕ континента сăнанă.
Континент çине пĕрремĕш кăрлач, 24 1895 çулта норвегсен «Антарктик» карапĕн капитанĕ Кристенсен тата Карлстен Борхгрёвинк, çутçанталăк тĕпчевĕсен вĕрентӳçи ура пуснă.
1819 çулта Ф. Ф. Беллинсгаузенпа М. П. Лазарев вырăс тинĕсçӳревçисем «Востокпа» «Мирный» çар шлюпĕсем çинче, Кăнтăр Георги тĕлне тухса Кăнтăр Пăрлă океан ăшнелле кĕресшĕн пулнă. Пĕрремĕш хут, 1820, кăрлачра Гринвич меридианĕ патĕнчех, вĕсем 69°21' к. ш. çитнĕ; хыççăн, поляр çавринчен тухса, Беллинсгаузен унăн тăрăхĕпе тухăçалла 19° т. д. çитет, унта вăл ăна каллех каçать те 1820 çулхи нарăсра çав широтанах (69°6') çитет. Малалла тухăçалла 62° параллелĕ тĕлне хăпарать те юхса выртакан пăрсен аяккипе çул хывать. Кайран, Баллени утравĕсен меридианĕнче, Беллинсгаузен 64°55' çитет, 1820 çулхи раштавра 161° а. д., кăнтăр поляр çаврине каçать те 67°15' к. ш., 1821 çулти кăрлачра 69°53' к. ш çитет. 81° меридианĕ çумĕнчех вăл чăнкă çыранлă Петĕр I утравĕсене уçать, тухăçалла кайса, кăнтăр поляр çавринчех — Александр I çĕрĕн çыранне курать. Çапла вара, Беллинсгаузен пĕрремĕш Антарктида тавра 60° - 70° широтисенче çаврăнать.
Çакăн хыççăн континент çыранĕсене тата шалти пайне тĕпчеме тытăнаççĕ. Нумай тĕпчев ĕçĕсене Эрнест Шеклтон (вĕсем çинчен «Чи хăрушă харçă» кĕнеке çырать) ертсе пынă акăлчан экспедицисенче ирттереççĕ. 1911—1912 çулсенче Руаля Амундсена норвег тĕпчевçипе Роберт Скотт акăлчан хушшинче Кăнтăр полюсне çитес ĕç-пуçра çивĕч ăмăрту пырать. Пĕрремĕш Кăнтăр полюса Амундсен çитет, тепĕр уйăхран çак кăка Роберт Скотт ушкăнĕ тухать, таврăну çулĕнче пĕтет.
Наци Германийĕ материкăн çак пайне иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче тĕпчесе йышăнма тытăннă. Халиччен те тĕпчевçĕсем темиçе вунлăх çулĕ каялла пăрахса хăварнă çар вырăн тĕпĕсене тупаççĕ.
XX ĕмĕрĕн варринчен пуçласа Антарктидăна хуçалăх усăллăхĕ енĕпе йышăнма пуçлаççĕ. Континент çинче чылай çĕршыв темиçе пĕрмай усă курмалли базăсем никĕслеççĕ, вĕсем çул тăршшипех метеорологи, гляциологи тата геологи тĕпчев ĕçĕсене ирттереççĕ1958 çулхи раштав,14 Евгений Толстиков ертсе пынă виççĕмĕш совет антарктика экспедицийĕ Çитеймен полюса çитсе унта «Çитеймен полюс» вăхăтлă станцине туса лартать.
Антарктидăн статусĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1959 çулхи раштав, 1 çирĕплетсе йышăннă, 1961çулхи çĕртме, 23 вăйа кĕнĕ Антарктикă килĕшӳ хучĕ тăрăх, Антарктида нимле патшалăха та пăхăнса тăмасть. Кунта тĕпчев ĕçĕсем çеç ирттерме ирĕк панă. Çар объекчĕсене туса лартма, çаплах çар карапĕсен тата хĕçпăшалланнă карапсен 60-мĕш градус широтинчен кăнтăралла кĕме юрамасть.
XX ĕмĕрĕн 1980–мĕш çулĕсенче Антарктидана ядерлăсăр зона шутне кĕртнĕ, çакăнтанпа ун шывĕсенче атомоход-пăраххутсене çӳреме ирĕк паман, материкĕнче — атомлă энергоблоксене туса лартма е илсе кĕме чарнă. Халĕ килĕшӳ хучĕ шутне ал пусса кĕнĕ патшалăхсен шучĕ 28 (ĕç сасăллă правапа) тата чылай пăхса тăран патшалăхсем.
Территори хапсăнăвĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Килĕшӳ хучĕ çумне хутшăннă патшалăхсем хăйсен çак континент территорине тата юнашар çĕрсене хапсăнăнавĕсене пусарăнтарнă. Çав хушăрах хăш çĕршывĕсен территори хапсăнăвĕсем питĕ виçесĕр.
Тĕслĕхрен, Норвеги хăйĕн территорийĕнчен вунă хут калăплăрах çĕр (çав шутра Петр I утравĕ çине (ăна Беллинсгаузенпа Лазарев экспедицийĕ уçнă) çине куç хунă. Чылай территорине Аслă Британи харпăрласшăн. Австрали хăйĕн территорине Антарктидăн çур территорине кĕртесшĕн, çав çĕрсенех «франци» Адели çĕрĕ хĕсĕнсе кĕрет. Çĕнĕ Зеланди те хăйĕн хапсăнăвне кăтартать. Аслă Британи, Чили тата Аргентина пĕр территориех хапсăнаççĕ, Антарктика çурутравĕпе Кăнтăр Шетланди утравĕсене хăйсем çумне хушасшăн.
Уйрăм тăрăмсем — АПШпа Раççейĕн, вĕсем хăйсем те Антарктикă территори хапсăнăвне палăртса кăтартасси пирки çирĕплетнĕ пулин те, паянкуна çакна пурнăçа кĕртмен. Икĕ çĕршыв пĕр-пĕринĕнне те, ытти патшалăхсен хапсăнăвне те йышăнмаççĕ.
Антарктикă территорийĕнче темиçе виртуаллă патшалăх, сăмахран, Имморти вырнаçтарнă. Материкăн пĕр пайĕ çине Доминион Мельхиседека хапсăнать.
Мĕншĕн Антарктидăна тĕпчемелле, харпăрламалла?
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Антарктида — этемлĕхĕн юлашки перекетлĕ пурлăхĕ ытти пилĕк пурăнăçлă континент çинче минерал чĕр таварĕ пĕтсен кунта тупма пулать. Геологсем çирĕплетсе калаççĕ, Антарктидăн çĕр ăшĕнче чылай шутлă усăллă пуянлăхсем — чул тăприсем, чул кăмрăкĕсем пур, пăхăр, никĕл, тăхлан, цинк, молибден тăприсен йĕрĕсене тупнă, ту хрустальне, слюдана, графита тел пулнă.
- Çурçĕр çĕр чăмăрĕнче Гольфстрим юхăмне тĕпчени пекех, кăнтăр континентăн климатне сăнани тата метеорологи ĕçĕсене туса пыни, Çĕр çинчи климăта ертсе пыракан факторсене шута-вырăна илме пулăшать.
- Антарктидăра тĕнчери 90 % тăварсăр шывĕ упранать.
- Антарктидăра космосăн сĕмне, Çĕр витĕмĕнчи ĕç пулăмĕсене тĕпчеме ансат.
- Гляциологи, пăрăн тытăмне тĕпчекен ăслăлăх паянах ĕнтĕ тĕплĕ тĕпчев тухăçĕсем тăрăх эпир Çĕр темиçе çĕр пин çул маларах мĕнле пулнине пĕлме пулăшать. Антарктидăн пăрлăх витĕмĕнче пирĕн планетăн климăчĕпе атмосферăн хисепĕ-шучĕн малри çĕр пин çул хыпарĕсене тупма пулать. Пăрлăхăн тĕрлĕ сийĕсем хими йышĕ-хисепĕпе Хĕвелĕн юлашки темиçе ĕмĕр хушшинчи хастарлăхне палăртма мел параççĕ.
- Темиçе миллион çул каялла Антарктидăра пурăннă микроорганизмсене тĕл пулма, вĕсене тĕпчеме шанчăк тухать (Тухăç кӳлли статьяна вулăр).
- Антарктика базисем, уйрăмах континентăн периметăрĕпе вырнаçнă раççейĕн станцийĕсем, планетăн сейсми хастарлăхне сăнаса тăма питĕ хевтеллĕ.
- Антарктикă базисенче Уйăхпа Марса колонизации тăвас технологисен ĕçсене те тĕрĕслеççĕ.
Халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шартлама сивĕ климăчĕ пирки Антарктидăра пĕрмай пурăнакан халăх çук. Унта тĕпчев тĕпĕсене вырнаçтарнă. Вăхăтлаха пурăнакансен шучĕ Антарктидăра 4000 çынран çулла (раççейсем 150 яхăн) 1000 çына таран хĕлле (раççейсем 100 яхăн) пулать. Антарктидăн çӳлти шай интернет-доменне .aq палăрту тивĕçтернĕ, телефон префиксĕ — +672.
Пĕтĕм тĕнче ăшăнса пыракан пулăмĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Антарктидă çыранĕсене Кăнтăр океанăн шутне (Раççейре ку океана Инди, Лăпкă тата Атлантика океанĕсен кăнтăр пайĕсене кĕртеççĕ) шывĕсем хумпа çапаççĕ. Континентăн лаптăкĕ 14,4 млн. çм² яхăн (вĕсенчен 1,6 млн. çм² шельф пăрлăхĕсем пулаççĕ).
Раççей Антарктикăра
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пурĕ Антактидăра 45 яхăн çулталаклă тĕпчев станцийĕсем ĕçлеççĕ. Халĕ Раççейĕн Антарктидăра пилĕк станци тата йри пĕр база пур:
Виçĕ станцине вăхăтлăха хупса хунă:
Ыттисене пĕтерсе хунă:
- Пионерская
- Комсомольская
- Советская
- Восток-1
- Лазарев
- Полюс недоступности
- Оазис (1959 çулта Польшăна панă)
Тĕплĕнрех «Российские антарктические станции» 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ. пăхăр.
- [1] Арктикăпа антарктикă тĕпчев институчĕн сайчĕ.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Раççей Антарктида Экспедицийĕ (РАЭ)
- Scientific Committee on Antarctic Research (SCAR) 2005 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
- United States Antarctic Resource Center (USARC) 2005 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- The Atlas of Antarctic Research at USARC 2005 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- British Antarctic Survey
- Intergovernmental Panel on Climate Change (IPCC)
- Antarctic Place-names Commission of Bulgaria 2006 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- Л. Иванов и др., Карта о-вов Ливингстон и Гринвич
- Фотографии со всего света. Антарктида 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- Отделение географии полярных стран Московского центра Русского географического общества 2007 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
Çĕр |
||
---|---|---|
Çĕр историйĕ | ||
Çĕрĕн физикăлла палăрăмĕсем | ||
Çĕр йăлхахĕсем | ||
Географи тата геологи | ||
Тавралăх | ||
Çав. пекех | ||
Çутçанталăк |
Антарктида Викиампарта? |