Чĕнтĕрлĕ кĕпер (юрă)
Чĕнтĕрлĕ кĕпер | |
Юрă | |
---|---|
Жанр | лирикăллă юрри |
альбомĕн трек-лисчĕ | |
- |
Чĕнтĕрлĕ кĕпер — Фёдор Павлов композитор çырнă юрă шутланать[1].
Анчах та çакăн ятлă юрăсем татах та пур. Ку статьяра, май килнĕ таран, вĕсем пирки те çырма палăртнă. Н. И. Ашмарин сăмахсарĕнчи тĕслĕхсенчен[2]:
...Чĕнтĕрлĕ кĕпер айĕнче чĕпĕллĕ кăвакал сасси пур. Ск. и пред. чув. З7. Чĕнтĕрлĕ кĕпер урлă хĕр каçать. Хош-Çырми. † Ай-хай та пиччеçĕм, Шакай пичче! Санăн шăмму-шакку стĕлте выртать-ши? — Чĕнтĕрлĕ кĕпер леш вĕçĕнче, каю ути капанĕ айĕнче, самăй круттă çыран хĕрринче. Ах ты, дядя, дядя Шагай! где-то лежат теперь твои кости? — На том конце решетчетого моста, под стогом отавного сена, на краю самого крутого обрыва.
Юррăн сăвви
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чĕнтĕрлĕ кĕпер
Чĕнтĕрлĕ те кĕпер, юман юпа
Авăнмасть, авăнмасть тееççĕ
Чĕнтĕрлĕ те кĕпер, юман юпа
Авăнмасть, авăнмасть тееççĕ, тееççĕ
Авăнмасть, авăнмасть, ай тееççĕ
Тем чуль авăнсан та утсем каçаççĕ
Авăнмасть, авăнмасть, ай тееççĕ
Тем чуль авăнсан та утсем каçаççĕ, каçаççĕ
Çинçеех те пĕвĕм, çамрăк чунçăм
Хуçăлмасть, хурланмасть, тееççĕ, халь тееççĕ
Тем чуль хурлансан та çынна куранмасть, курăнмасть
Тем чуль хурлансан та çынна куранмасть, курăнмасть
Урампала иртсе эп пыратăп
Мăшăр кăвак ута вылятса
Эс чĕнмерĕн тусăм эп чĕнмерĕм
Çилленсе мар-çке, вăтанса, вăтанса
Чĕнтĕрлĕ те кĕпер чăлт та тумасть
Çамрăк чĕремĕрсем, ай, пусăрăнмасть
Чĕнтĕрлĕ те кĕперсем те чăлт! та тумасть
Пирĕн çамрак чĕресем те пусăрнмасть, пусăрнмасть
Курăнать ĕнтĕ, куплетсем кунта симметрилле мар.
Юррăн кĕвии
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Фёдор Павлов композитор.
М.Г. Кондратьев тата В.Г. Родионов çырнинчен[3]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Одно из наиболее удачных произведений <...> – хор «Чĕнтĕрлĕ кĕпер» (Мост резной) – первый случай применения им развёрнутой куплетно-вариационной формы с яркой кульминацией в пятой строфе; внутри каждой строфы тонко введены дополнительные каденции, имитационного проведения темы.<Куçару: <...> чи ăнăçлă хайлавсенчен пĕри — «Чĕнтĕрлĕ кĕпер» хор — пĕрремĕш хут куплетсене анлăн вариацилесе, пиллĕкмĕш çаврари çивчĕ кульминаципе, усă курнин тĕслĕхĕ; кашни çавран ăшне туллилетсе каденцисем кĕртнĕ, темăна имитацилесе тытса пынă.>
Юррăн кунçулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Петĕр Хусанкай «Чĕнтĕрлĕ кĕпер» юрă пирки çапла çырнă[4]:
- Хăçан та пулин, пурансан-пурансассăн
- Манма пуçласассăн, сасартăк, пĕрре
- Ярин юрласа ман умра уçă саслан
- Чăваш хĕрачи «Чĕнтерлĕ кĕпере»
- Эп ÿкĕп хуйха, эп тÿсеймĕп, эп тухăп
- Куçа пытарса çынсенчен, тухсанах
- Асилĕп уявлă шăв-шавлă та шухă
- Пуçламăш яш кунăмсене, Хусана
- Асилĕп çав юрă пек хумлă та хÿхĕм
- Ман питĕм çумне шăлăнан çÿçсене
- Чĕрем тулли шеллĕм, ÿпкевĕм те ÿкĕм
- Сасартăк çав асаилÿпе ÿсĕнĕ
- Асилĕп апрель тумлавне, шурă çуртăн
- Улах пÿлĕмне, ешерен пахчана
- Ĕççийĕ пуçланнă, экзаменччĕ... Куртăн
- Тĕл пултăн ăна — эс хăвна ачаннах.
- Ачан янăрать ун сасси те, пĕчченĕн
- Путса хамăр йăх кунçулне шалалла
- Унпа, пĕр унпа иртнĕ кунăм чечен-мĕн
- Ун ылттăн уки чунăма явалать
- Хăçăн та пулин, хулар-ши, ялтах-и,
- Пăртах сивĕнсе çитереххĕн тепре
- Асилĕп сасартăк яланлăх йăлтах эп
- Илтсен ăнсăртран «Чĕнтĕрлĕ кĕпере»
- Кĕпер чăлт! та тумĕ, пусатăн, каçатăн
- Анчах ун айне сăвайланнă чĕре
- Çав юрăррилех, никампа нихăçан та
- Тек пусăрнаймасть, ыратать вĕçсĕрех!
Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Фарида репертуарĕнче «Чĕнтерлĕ кĕпер» юрă пур[5], кĕввине юрăç хăй çырнă, сăвви В. Шихрановăн.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Эх, юррăм, янăра. Шупашкар, 1972. — с. 94.
- ^ Чĕнтĕрлĕ] — Тезаврус Лингве Чувашорум.
- ^ М.Г. Кондратьев, В.Г. Родионов. ПАВЛОВ Фёдор Павлович — Электронла чăваш энциклопедири статья
- ^ Петĕр Хусанкай. Эпир пулнă пур пулатпăр — Были мы и есть и будем. Ш. — Ч. 1962. — с.46-47.
- ^ Фарида: "Чĕнтĕрлĕ кĕпер." Сл. В. Шихранов, муз.Фарида Файзуллина