Чайковски
Курӑнакан калӑплав
| Чайковски | |
| Хула гербĕ | |
| Патшалăх: | Раççей |
|---|---|
| Регион: | Пермь Енĕ |
| Никĕсленĕ: | 1955 |
| Хула, çултан: | 1962 |
| Халăх йышĕ, пин çын: | 84,1 (2006) |
| Хула лаптăкĕ: | 31 км2 |
| Геогр. анлăхĕ: | 56°46′ ç. ш. |
| Геогр. вăрăмлăхĕ: | 54°07′ х.т.д. |
Чайковски, — Пермь Енĕнчи хула, кунта Чайковски районĕн администрацийĕ вырнаçнă. Пермь Енĕн кăнтăр-хĕвеланăç енче, Чулман Атăлăн сулахай çыранĕ хĕрринче вырнаçнă.
Халăх йышлăхĕ — 84,1 пинĕ çын (2006), çĕр лаптăкĕ — 31 тăваткал çухрăм.
Чайковски Пермьрен 325 çухрăмра ларать, хула çывăхĕнчех хир вăрманĕ, виçĕ енчен шывсем çупăрлаççĕ (Чулман Атăл, шыв упранăвĕ, Сайгатка шывĕн заливĕ).
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чайковски — çамрăк хула, 1955 çулта Чулман Атăл çинчи Воткин ГЭСне тунă чухне никĕсленĕ. Элĕк кунта Сайгатка ялĕ пулнă. 1956 çулта Чайковский хула евĕрлĕ поселок, 1962 çулта — район хули, каярахпа область шайри хула ятне илнĕ. ГЭС-а çывăхри Удмурт Республикинчи Воткинск (40 çухрăма яхăн) хулин ятне панă. Воткинскра Пётр Ильич Чайковский кĕвĕçĕ çуралнă.