Контент патне куҫ

Чайковски

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Чайковский ҫинчен куҫарнӑ)
Чайковски
Хула гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Пермь Енĕ
Никĕсленĕ: 1955
Хула, çултан: 1962
Халăх йышĕ, пин çын: 84,1 (2006)
Хула лаптăкĕ: 31 км2
Геогр. анлăхĕ: 56°46′ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 54°07′ х.т.д.

Чайковски, — Пермь Енĕнчи хула, кунта Чайковски районĕн администрацийĕ вырнаçнă. Пермь Енĕн кăнтăр-хĕвеланăç енче, Чулман Атăлăн сулахай çыранĕ хĕрринче вырнаçнă.

Халăх йышлăхĕ — 84,1 пинĕ çын (2006), çĕр лаптăкĕ — 31 тăваткал çухрăм.

Чайковски Пермьрен 325 çухрăмра ларать, хула çывăхĕнчех хир вăрманĕ, виçĕ енчен шывсем çупăрлаççĕ (Чулман Атăл, шыв упранăвĕ, Сайгатка шывĕн заливĕ).

Чайковски — çамрăк хула, 1955 çулта Чулман Атăл çинчи Воткин ГЭСне тунă чухне никĕсленĕ. Элĕк кунта Сайгатка ялĕ пулнă. 1956 çулта Чайковский хула евĕрлĕ поселок, 1962 çулта — район хули, каярахпа область шайри хула ятне илнĕ. ГЭС-а çывăхри Удмурт Республикинчи Воткинск (40 çухрăма яхăн) хулин ятне панă. Воткинскра Пётр Ильич Чайковский кĕвĕçĕ çуралнă.