Чакан
Чакан | ||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||||||||||
|
||||||||||
Латинла çырни | ||||||||||
Typha (L.) | ||||||||||
Тĕссем | ||||||||||
| ||||||||||
|
Чакан (лат. Typha) — Чакан йышшисен çемьинчи нумай çул ӳсекен курăк пĕртен пĕр речĕ.[1]
Ятсене ăслав енчен майлаштарса пĕтерменнине кура, ытти ятсемпе усă курни те пулать, çавна май арпашу те сĕмленме пултарать. Çапах та хурапуç тенине чаканăн синонимĕ пек пăхма пулать.
Синонимсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш чĕлхинче кунашкал ÿсентăрансене чакан, хурапуç, патанпаш теме пултараççĕ. Анчах та кунашкал япала ăслăлăхшăн майлах мар. Çавна кура, ахăртнех, патанпаш тенине ăслăлăхра урăх ÿсентаран тĕлĕшпе усă курмалла.
Пĕрлехи хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шурлăхра ӳсекен çӳллĕ курăксем. Çулçисем ансăр тата вăрăм. Туни хăмăр початкăпа вĕçленет. Тăрринче аçă чечексем, аяларах ама чечекĕсем вырнаçнă.
Усă курни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мăн тымарĕсенче 15% таран крахмал тата 2% белок, вĕсем çиме юрăхлă. Кавказра унтан çăнăх тăваççĕ, е пĕçерсе çиеççĕ. Çамрăк хунавĕсене пĕçереççĕ, тути çумăр курăкĕ евĕр.
- Куданова З.М. Определитель высших растений Чувашской АССР. — Чуваш. кн.изд-во.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чакан: информаци GRIN сайтĕнче