Чапаев палăкĕ (Самар)

Палăк | |
Чапаев палăкĕ
Памятник Чапаеву | |
Чапаев палăкĕ. Драма театрĕн сулахай енче | |
Патшалăх | РФ |
Вырнаçу | Самар |
Скульптор | М.Г. Манизер |
Архитектор | Иосиф Лангбард |
Координатсем: 53°11′48″ с. ш. 50°05′48″ в. д. / 53.1968667° с. ш. 50.0968139° в. д. (G) (O)
Чапаев палăкĕ — Василий Иванович Чапаев комдива халалласа Самарта, Чапаев лапамĕнче, драма театрĕ умĕнче туса лартнă палăк.
Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Палăка 1932 çулта Октябрь революцийĕ 15 çул тултарнине асăнса туса лартнă. Архитектор — Иосиф Лангбард, скульптор — Матвей Манизер (вăлах Самарта Куйбышев таат Ленин палăкĕсене тунă).
Чапаев сăнне калăплама Чапаевăн ывăлне — Александра — чĕннĕ. Хĕрлĕ гвардири пушкăрта сăнарлама Ленинградри вăрçă-медицина академин студентне, пушкăрт поэтне Гайса Юсупов сĕннĕ[1].
Тунă самантра монумент çĕршывра чи пысăкки пулнă (çӳллĕшĕ — 10 м, постаменчĕ — 17 х 22 м).
Якатнă хура лабрадорит плитисемпе витнĕ постамент çине Владимир Ленин каланă цитата хăмине вырнаçтарнă:
Бейтесь до последней капли крови, товарищи! Держитесь за каждую пядь земли! Будьте стойки до конца! Победа недалека, — победа будет за нами!— Ленин, 1919 çул
Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Алексушин Г. В. Самарские памятники: Научно-справочное пособие. — Самар: 2008. — 500 экз.
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Памятник Василию Чапаеву Архивленĕ 24 Ака уйӑхӗн 2018 çулта.
- Памятник Василию Ивановичу Чапаеву и его армии(ĕçлемен каçă)