Чарăну палли
Перейти к навигации
Перейти к поиску
Чарăну палли (вырăс чĕлхинчи "знак препинпния" тенине калькăласа тунă термин) — çырулăх элеменчĕ, ăна текстра, пуплерĕшре, сăмахсенче, сăмахçаврăнăшĕсенче тĕрлĕ сăлтавсемпе усă кураççĕ. Çырулăхăн саспалли текен элеменчĕсемпе танлаштарсан, чарăну паллисем çырура пулăшу функцийĕсене пурнăçлаççĕ.
Чарăну паллисен тĕсĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хальхи чылай çырулăхра чарăну паллисене çакăн валли усă кураççĕ:
- сăмахсене пĕр-пĕринчен уйăрма (сикчĕ — пушă вырăн);
- текстра тĕл пулакан тулли шухăша, çав шутрах эмоципе шухăш вĕçлевĕн шайне шута илсе, тепринчен уйăрма (пăнчă, кăшкăру тата ыйту палли, нумай пăнчă);
- предложени пайĕсен пĕр-пĕрин хушшинчи пăхăнăвне кăтартма (пăркăч, пăркăчлă пăнчă, икĕ пăнчă, тире);
- сăмаха ăнлав тăрăх пайлама (дефис);
- цитатăсемпе тӳрĕ пуплеве палăртма (кавычка);
- сиктерсе хăварнă текста кăтартма (нумай пăнчă);
- кĕскетнĕ сăмаха кăтартма (пăнчă, дефис, тайлăк палли);
Чарăну паллисем хушшинче мăшăрлисем тĕл пулаççĕ: пĕр-пĕр пуплев пайне палăртма усă курнă икĕ пăркăч, скобка, кавычка.
Чăваш чĕлхинче[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чăваш чĕлхинчи чарăну паллисем вырăс çырулăхĕнчен кĕнĕ, çавна пула вĕсем вырăс чĕлхинчи йĕркене пăхăнаççĕ.