Тире
Курӑнакан калӑплав
Тире (фран. tiret «тăс») — хутсăр тата хутлă предложенисенче усă куракан чарăну палли. Дефис паллăран кăшт вăрăмрах. Вырăс çырулăхне тирене хăй вăхăтĕнчи паллă çыравçă тата историк Н.М.Карамзин (1766—1826) кĕртнĕ.
Тирене çакăн пек чухне лартаççĕ:
- подлежащипе ят сказуемăй хушшине (Трактор — машина, Шупашкар — Чăваш Республикин тĕп хули);
- пĕр йышши пайташсем хыççăнхи пĕтĕмлетӳ сăмахĕ умĕн (Акă вокзал, тырă ампарĕсем, чугун çул çинчи пĕр хутлă вăрăм çуртсем — пурте вĕсем ачаран палланă çуртсем)
- каламасăр хăварнă сăмах вырăнне (Тумлам çине тумлам — кӳлĕ пулать, улăм çине улăм — ура пулать. Куç хитрине юратать, тута — тутлине);
- хăвăрт пулакан е кĕтмен ĕçе палăртакан сăмахсем умĕн (Салампи пурте кĕрсе тăнăччĕ кăна — куршĕри çенĕк алăкĕ сас турĕ...);
- ĕçсем хирĕçле пулнине пĕлтерекен сĕнĕсенче (Вутта каяс тенĕччĕ — çил-тăман чарчĕ)
- вăхăт е хисеп виçине, инçет тăршшĕне кăтартакан икĕ сăмах хушшине (1941 — 1945 çулсенчи Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи; Шупашкар — Мускав рейс).
Тĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăрăм тире
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăтам тире
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Цифрăллă тире
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кĕске тире
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тепĕр май ăна дефис теççĕ.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Дефис
Пунктуацири тата орфографири паллăсем |
|
---|---|
Стандартлисем |
Пăнчă (.) • Хӳреллĕ пăнчă (,) • Пăнчăпа хӳреллĕ пăнчă (;) • Икĕ пăнчă (:) • Кăшкăру палли (!) • Ыйту палли (?, ;, ؟) • Виçĕ пăнчă (..., …) • Дефис (‐) (Дефис-минус (-) • Татăлусăр дефис (‑)) • Тире (‒, –, —, ―) • Хăлăпкасем ([ ], ( ), { }, ⟨ ⟩) • Чĕрнешке („ “, « », “ ”, ‘ ’, ‹ ›) |
Комбинацисем |
(??, ⁇) • (!!, ‼) • (?!, ⁈) • (!?, ⁉) |
Сĕннисем | |
Кутăнлисем | |
Çыру системисемпе | |
Историллисем | |
Стандартлă маррисем |