Контент патне куҫ

Дефис

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Дефис (лат. divisio «уйăрни, пайлани») — хăш-пĕр сăмахсен пайĕсене уйăрма лартакан, сăмаха пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçарнине палăртма çыракан кĕске йĕр (-). Вăл орфографи палли шутланать. Çырасса тире (—) паллинчен кĕскерех çыраççĕ.

Чăваш çырăвĕнче дефис çакăн пек чух лартаççĕ:

  1. мăшăр сăмахсенче — сĕтел-пукан, аш-какай, урлă-пирлĕ;
  2. икĕ хут калакан сăмахсенче — хĕрлĕ-хĕрлĕ, сарă-сарă, ял-ял;
  3. паллă ячĕсен вăйлă степень форминче — сап-сарă, кăн-кăвак;
  4. хăш-пĕр татăксене уйăрнă чух — -тăр (-тĕр), -и, -им, -ши, -а (-ё)вулатăн-и? килчĕ-и? паян-и, çук-тăр.