Чиркова-Лозовая Светлана Михайловна
Курӑнакан калӑплав
| Светлана Чиркова-Лозовая | |
| | |
| Пайăр хыпар | |
|---|---|
| Арлăх: | хĕрарăм |
| Тулли ят: | Светлана Михайловна Чиркова-Лозовая |
| Гражданлăх: |
|
| Ăстаçăлăх: | фехтовани |
| Çуралнă вăхăт: | 1945, чӳк, 5 |
| Çуралнă вырăн: | Тупнер, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
| Тренер(сем): | Виталий Аркадьев |
| Çӳллĕш: | 168 см |
| Йывăрăш: | 63 кг |
Чиркова-Лозовая Светлана Михайловна (1945 çулхи чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕ, Тупнер ялĕ, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР çур.)- чăвашран тухнă паллă совет тата эстон спортсменĕ, рапирист, икĕ хут Олимп чемпионĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт ăсти.
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1950-мĕш çулта амăшĕпе пĕрле Эстоние, Таллин хулине куçса кайнă. Чăвашла çеç калаçма пултарнипе шкула пĕр çул каярах кайнă [1]. 7-мĕш классра фехтовани секцине çӳреме тытăннă. 1967-мĕш çулта Эстони чемпионĕ ятне тивĕçнĕ, каярах тата 6 хутчен çак ята çирĕплетнĕ.
1977-мĕш çултанпа тренер пулса ĕçлет. Икĕ ывăлĕ те (Эдуард Бер (1975) тата Кирилл Лозовой) фехтованипе енĕпе аталанаççĕ.
Вĕренӳ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Таллинри педагогика институчĕ - 1973.
Хутшăннă ăмăртусем, çитĕнĕвĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Икĕ хут олимп чемпионĕ (1968, 1972);
- Тĕнче чемпионĕ: (кĕмел тата йĕс медальсем (1969) , ылтăн (1970-1971).
Чысĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- СССР тава тивĕçлĕ спорт ăсти - 19672.
- 3-мĕш шайри Шурă Çăлтăр орденĕ - 2006.
- Эстони олимп комитечĕн хисеплĕ пайташĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Профиль на сайте Федерации фехтования России 2012 ҫулхи Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- Николай Хрусталев. Моя звезда меня не подводит
- Андрей Бабин. Чиркова-Лозовая: Я любимая дочь Эстонии(ĕçлемен каçă)
- Биография в энциклопедии ESBL(ĕçлемен каçă) (эст.)