Что было дальше?

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Малалла мĕн пулса иртнĕ?

Жанр хура юмор
Автор(сем) Максим Морозов
Режиссёр(сем) Вагиф Гусейнов
Тăвăмлăх «Medium Quality»
Ертӳç(сем) Нурлан Сабуров
Тĕп рольсенче Нурлан Сабуров
Алексей Щербаков
Тамби Масаев
Рустам Саидахмедов
Илья Макаров
Патшалăх Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
Чĕлхе вырăс чĕлхи
Сезонсен шучĕ 4
Тăвăмлăх
Продюсер(сем) Вячеслав Дусмухаметов
Максим Морозов
Ӳкернĕ вырăн Мускав
Тăсăлни 24 – 116 минут
Статус тухать
Калаçни
Телеканал(сем) YouTube
ТНТ4
Трансляци тапхăрĕ 2019-ака-25-па çити хальхи вăхăт
Каçăсем
youtube.com/channel/UCNq…
Шоу логотипĕ

"Что было дальше?» (Чăвашла:Малалла мĕн пулса иртнĕ?) вырӑсла кулăшла интернет-шоу. Шоу техĕмĕ çакăнта: комиксем чĕннĕ хăнан халапне итлеççĕ те вăл мĕнпе вĕçленнине тавçăрса илме тăрăшаççĕ. Çак вăхăта 3 сезон пĕтсе тăваттăмĕшĕ пырать. Шоу тăвас ĕçре «Medium Quality» ушкăн тăрăшать, проект YouTube-ри «LABELCOM» каналта сăравланать.[1]

Шоу историйĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шоу шухăшĕн авторӗ-Максим Морозов. Шоу малтанхи ячĕ—«И тут произошло самое смешное»(Чăвашла: Çакăн хыççăн пулчĕ те вара чи кулăшли)[2].Вăл вăхăтра ертсе пыраканӗ Дмитрий Позов пулнă, хутшӑнакансем вара "Импровизаци" шоу артисчĕсем—Сергей Матвеенко, Арсений Попов тата Антон Шастун— тата ҫавӑн пекех «Comedy Баттл» шоун икӗ хут ҫӗнтерÿçисем - Тамби Масаев тата Рустам Рептилоид. Анчах малтанхи ятпа тата составпа шоу шалти хирĕçлĕхсем пирки малалла каяйман. Ун чухне килнĕ хăнасенчен пĕри хальхи шоу ертсе пыраканĕ Нурлан Сабуров пулнă.

Шоу тăвас ĕçре ТНТ телеканалăн хуçи Вячеслав Дусмухаметов тытса тăракан «Medium Quality»[3] компани тăрăшать. Шоун чи малтанхи резиденчӗсем Тамби Масаев тата Рустам Саидахмедов (Рептилоид) пулса тӑнӑ. Çавӑн пекех, кăшт каярах, ертсе пыракан вырăнне Нурлан Сабурова та чӗннӗ, Алексей Щербаковпа Артур Чапарян килнĕ. Шоуна пуçласах яриччен "Stand Up Store Moscow"та кÿртĕм техника каҫӗсене ирттернӗ. Унта хутшӑнакансем шоу çынсен кăмăлне кайнине ăнланса илсе ĕçе пуçăнма шутланă. Кÿртĕм каçсенче Денис Косяков, Александр Шпак, Азамат Мусагалиев, Сергеич т.ыт.те хутшăннă. Сабуров каланă тӑрӑх, шоу пĕтĕмпех оригиналлă, тек кун пеккисем çук.[4]

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирвайхи кăларăм тухнă. Унта Гарик Харламовпа Мигель артистсене чĕннĕ. Сезон тăршшĕпе( çурла уйăхĕн пĕрремĕшĕ таран) пурĕ 7 эпизод тухнă.

2019 çулхи авăнăн 20-мĕшĕнче Гарик Мартиросянпа Олег Майами хăнасем иккĕмĕш сезона уçнă. Куракансене ку сезон çĕнĕлĕхпе кĕтсе илнĕ—Чапарян вырăнне Сергей Детков килнĕ. Нурлан Сабуровран Артур мĕншĕн шоури ĕçне хăварнă тесе ыйтсассăн ыйту сирĕлнĕ: унăн кунта хутшăнас кăмăл çухални имĕш.[5]

Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче чĕннĕ хăна Артемий Лебедев дизайнер пулнă. Шоу ĕçченĕсем ăна хăйсен валли логотип ÿкерме саккас панă.[6][7]

2019 ҫулхи раштавăн 18-мӗшӗнче шоу ушкăнĕ хăй «Пĕрремĕш каналпа »пыракан «Вечерний Ургант»(Чăвашла: Каçхи Ургант) хăнисем пулса тăнă.[8]

2020 çулăн ака уйăхĕнче куракансене виççĕмĕш сезон савăнтарма тытăннă. Сезонăн пĕрремĕш кăларăмĕнче комиксем патне Лолита Милявская юрăçă тата Юрий Дудь журналист килнĕ.

Çав уйăхрах чи селĕм кăларăмсене ТНТ4 телеканалпа та кăтартнă.[9]

2020-мĕш çулăн юпа уйăхĕ тĕлне çакă паллă пулса тăчĕ: "Forbes" журнал шутласа тупни тăрăх, çак шоуна йĕркелесе яракансем тата ертсе пыракансем—2020 çулăнРаççейри чи нумай укçа илекен блогерсем имĕш[10][11].

2021 çул умĕн, декабрьĕн 30-мĕшĕнче çĕнĕ çулхи спецвыпуск тухнă[12].

Хутшăнакансем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сăн ÿкерчĕк Ят Роль

| |Нурлан Сабуров |Ертсе пыракан

|- | | Тамби Масаев |Комик |- | |Артур Чапарян |Комик |- | |Сергей Детков |Комик |- | |Илья «Макар» Макаров |Комик |- | |Рустам «Рептилоид» Саидахмедов |Комик |- | |Алексей Щербаков |Комик |}


  • Нурлан Сабуров—ертсе пыракан. Пĕрмаях хăйĕн юлташĕсене йĕркере тытма тăрăшать пулин те час-часах хăй те вĕсем хыççăн каять( вара шоу малтан алтса хунă йĕркерен пĕтĕмпех тухса каять. Ялан пит-куçне авкаласа килнĕ хăнан пĕр-пĕр енне гротескласа кăтартать. Тамби Масаев самăрлăхĕнчен, Алексей Щербаковăн тавçăрусăрлăхĕнчен кулма юратать.
  • Алексей Щербаков — хăйне айван та пуçсăр,ним шухăшсăр кăтартма тăрăшнипе уйрăлса тăрать. Хăнана пĕр канăç памасăр ним шухăшсăр ыйтусемпе чăрмантарать. Юриех пĕр япалана темиçе хут ыйтать.
  • Тамби Масаев—Нумай кăларăмра çынсене хăйĕн актёр ăсталăхне усă курса култарать( сăмахран, Кавказ çыннин сăнарне калăплать. Час-часах тусĕсенчен малтан юрă пуçарса ярать).
  • Рустам "Рептилоид" Саидахмедов-шÿтленĕ май тĕрлĕрен сăнарсене усă курать(уйрăмах Кавказ çыннисен акценчĕ килĕшет куракана). Ташă ăсталăхĕпе тĕлĕнтерет. Нумай чухне Тамби Масаевпа пĕрле хăнана витлеççĕ.
  • Илья "Макар " Макаров- çĕнĕ хутшӑнакан. Cцена çине хăйĕн импровизаци пултарулăхне, харизма пуррипе хăпарма пултарнă. Сахал мар проектра хутшăннă, йĕркелес ĕçре тăрăшнă.

Унччен хутшăннисем:

  • Артур Чапарян — унăн сăнарĕ: питĕ сапăр, нумай калаçма юратман çын. Нумай куракана кĕтмен çĕртен кирлĕ шÿт калама пĕлнипе килĕшрĕ. Халĕ проектра çук.
  • Сергей Детков — шоу иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш сезонсенче хутшӑннӑ. Хăнаран усаллăнтарах, йĕкĕлтĕшлĕрех шÿтлет[13]. Хăйĕнчен вара сулахай алли çуккипе йĕкĕлтетчĕç. Халĕ проектра çук.

Кăларăмсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сезон Эпизодсен шучĕ Тухнă кунсем
1 7 Ака,25—Çурла,1. 2019 çул
2[14] 9 Авăн,25—Кăрлач,14. 2020 çул
3[15] 8 Ака, 2—Авăн,3. 2020 çул
4[16] 3 Авăн, 17— хальхи вăхăт
Пӗрремӗш сезон
Кӑларӑм номерӗ Йыхравланă хăнасем Тухнă кун Ҫӗнтерӳҫӗсем
1 Гарик Харламов актёр, шÿтçĕ;

Мигель режиссёр, хореограф

Ака 25, 2019 Артур Чапарянпа Алексей Щербаков
2 Баста мусăкçă, рэпер ;Прохор Шаляпин юрăçă Çу 10, 2019 Тамби Масаевпа Алексей Щербаков
3 Jah Khalib рэпер; Иосиф Пригожин продюсер Çу 23, 2019 [никам та] Артур Чапарян
4 Николай Соболев блогер; Тарзан актёр Çĕртме 7, 2019 Масаевпа Рустам Рептилоид
5 Тимур Батрутинов шÿтçĕ, актёр; Тимур Каргинов шÿтçĕ Çĕртме 20, 2019 Артур Чапарян (икӗ хут)
6 Kyivstoner рэпер;Михаил Шац телеертÿçĕ Утă 11, 2019 Артур Чапарян тата Тамби Масаев
7 Егор Крид юрăç;Азамат Мусагалиев телеертÿçĕ; Руслан Белый шÿтçĕ Çурла 1, 2019 Алексей Щербаков, Масаев, Чапарян
Иккӗмӗш сезон[17]
Кӑларӑм номерӗ Йыхравланӑ хӑнасем Тухнă кун Ҫӗнтерӳҫӗсем
1 Гарик Мартиросян шÿтçĕ; Олег Майами юрăç Авăн 20, 2019 [никам та, никам та] ]
2 Стас Косюшкин юрăç; Семен Слепаков мусăкçă, шÿтçĕ Юпа 3, 2019 Масаев тата çураçуллă
3 Илья Соболев шÿтçĕ; Давидыч автоблогер Юпа 17, 2019 Сергей Детков тата Тамби Масаев
4 Александр Шпак шоумен; Сергей Минаев юрăç Юпа 31, 2019 Рустам тата Тамби Масаев
5 Анатолий Цой юрăç;КраСава футболист Чÿк 14, 2019 Масаев тата Рустам
6 Вадим Галыгин шÿтçĕ;Джиган рэпер Чÿк 28, 2019 [никам та] Алексей Щербаков
7 Моргенштерн рэпер; Артемий Лебедев дизайнер Раштав,12 [никам та] Алексей Щербаков
8 Шура юрăç; Азамат Мусагалиев телеертÿçĕ; Дмитрий Губерниев комментатор Раштав, 26 Алексей Щербаковпа Сергей Детков
9 Мигель ташă ăсти; Сарик Андреян режиссёр; Артур Чапарян шÿтçĕ Кӑрлачӑн 14-мӗшӗ, 2020 Алексей Щербаковпа Рустам Рептилоид
Виҫҫӗмӗш сезон[18]
Кӑларӑм номерӗ Йыхравланӑ хӑнасем Тухнă кун Ҫӗнтерӳҫӗсем
1 Юрий Дудь журналист; Лолита юрăç Ака 2, 2020 Щербаковпа Рустам
2 Незлобин актёр; Вассерман журналист Ака 23, 2020 Масаев тата çураçулăх]
3 Витя АК рэпер ; Митя Фомин юрăç Çу 14, 2020 Рустам Рептилоидпа Тамби Масаев
4 Настя Ивлеева блогерша; Тимати рэпер Çĕртме 18, 2020 Рустам Рептилоидпа Сергей Детков
5 Джиган рэпер; Ваня Уссович стендап-шÿтçĕ Утă 9,2020 Сергей Детков тата Алексей Щербаков
6 Антон Шастун шÿтçĕ ;Niletto юрăç Утă 30, 2020 Рептилоид (икĕ хутчен)
7 Доменик Джокер юрăç; Виталий Милонов политика ĕçченĕ Çурла 20, 2020 Алексей Щербаковпа Тамби Масаев
8 Алексей Смирнов шÿтçĕ; Михаил Шуфутинский юрăç Авăн 3, 2020 Масаевпа Щербаков
  • Тӑваттӑмӗш сезон[19]
Кӑларӑм номерӗ Йыхравланӑ хӑнасем Тухнă кун Ҫӗнтерӳҫӗсем
1 HammAli-Navai рэп ушкăн; Пономаренко пĕртӑвансем Авăн 17, 2020 Тамби Масаевпа Сергей Детков
2 Богдан Титомир рэпер; Василий Уткин комментатор Юпа 8, 2020 Никам та; Рептилоид
3 Никита Джигурда актёр: Павел Дедищев шÿтçĕ Юпа 29, 2020 Тамби Масаев (икӗ хутчен)
4 Слава Комиссаренко шÿтçĕ, Отар Кушанашвили журналист Чÿк 19, 2020
5 Павел Деревянко актёр, Денис Дорохов шÿтçĕ, Раштав 10,2020
6 Хăна вырăнĕнче ертсе пыракансем ларчĕç. (Çĕнĕ çулхи выпуск). Раштав 30, 2020

Курма:[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхав[тӳрлет | кодне тӳрлет]