Чуковский Корней Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Чуковский Корней Иванович
Chukovsky by Repin.jpg
Чуковский К. И., ÿнерçи И. Е. Репин, 1910 çул
Çуралнă чухнехи ят: Николай Васильевич Корнейчуков
Çуралнă вăхăт: 1882 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Сăваплă Петĕрхули, Раççей империйĕFlag of Russia.svg Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1969 çулхи юпа уйăхĕн 28 -мĕшĕ (87 çул)
Вилнĕ вырăн: Мускав
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg СССРССРП
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă, çăвăç, тăлмач, çырав тишкерÿçи, журналист
И. Е. Репин ĕç лаçĕнче, 1910

Корней Иванович Чуковский (чăн ячĕ — Николай Васильевич Корнейчуков, 19 [31] пуш 1882, Сăваплă Петĕрхули, — 28 юпа 1969, Мускав) — вырăс совет сăвăçи, публицисчĕ, çырав тишкерÿçи, тăлмачĕ, ача-пăча çыравçи, журналист. Николай Корнеевич Чуковский тата Лидия Корнеевна Чуковская çыравçăсен ашшĕ. Ленин парни, Оксфорд университечĕн Honoris causa çыравлăх Тухтăрĕн ятне илме тивĕçнĕ (1962), Ленин орденĕ (1957), виçĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ илме тивĕçнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чуковский, Корней Иванович 1882-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Сăваплă Петĕрхулинче çуралнă. Николайăн амăшĕ Полтава кĕпернинчен тухнă хĕресчен-хĕрарăм, Екатерина Осиповна Корнейчукова, Сăваплă Петĕрхулире Левенсонсен кил-йышĕнче ĕçлекенскер пулнă. Вăл хуçа ывăлĕн, Эммануил Соломонович Левенсон студентăн гражданлă арăмĕ пулнă. Çак мăшăрăн ывăлĕ çуралнă тĕлне виçĕ çулхи хĕрĕ те пулнă. Николай ывăлĕ çуралсанах студент Левенсон хăйĕн саккунсăр çемьине пĕрахса «хăй таврашĕн хĕрарăма» качча илнĕ. Екатерина Осиповнан ирĕксĕрех Одессана таврăнма тивнĕ.

Николай Корнейчуковăн ача çулĕсем Одесса тата Николаев хулисенче иртнĕ.

Ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1901-мĕш çултан Чуковский «Одесские новости» хаçат валли çырма пуçланă. Çыравлăха Чуковскине гимназире пĕрле вĕреннĕ çывăх юлташĕ, журналист В. Е. Жаботинский кĕртнĕ. Унсăр пуçне Жаботинский Чуковскипе Мария Борисовна Гольдфельд туйĕнче каччă юлташĕ пулнă.

Çыравсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Йытă патшалăхĕ (1912)
  • Крокодил 1916
  • Тараканище (1921)
  • Мойдодыр 1923
  • Чудо-дерево (1924)
  • Муха-цокотуха 1924
  • Бармалей 1925
  • Путаница (1926)
  • Федора хуйăхĕ (1926)
  • Телефон 1926
  • Вăрланă хĕвел 1927
  • Айболит 1929
  • Айболит тата çерçи
  • Акăлчан халăх юррисем
Владимир Маяковский тата Корней Чуковский, 1915
  • Топтыгин тата Тилĕ (1934)
  • Бармалея çĕнтерĕпĕр! (1942)
  • Приключения Бибигона (1945—1946)
  • Топтыгин тата Уйăх
  • Чăх чĕппи
  • Что сделала Мура, когда ей прочли сказку «Чудо-дерево»
  • Приключения белой мышки
  • Çапла та çапла та мар
  • Джек — покоритель великанов
  • Хăюллă Персей
  • Доктор Айболит (Хью Лофтинг тăрăх)

Асаилÿсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Современники». ЖЗЛ, 1962
  • Чукоккала: Рукописный альманах Корнея Чуковского / Предисл. И. Андроникова; Коммент. К. Чуковского; Сост., подгот. текста, примеч. Е. Чуковской. — М.: Русский путь, 2006. — С. 584. — ISBN 5-85887-254-9.
  • Дневник (1901—1929). / Подготовка текста и комментарии Е. Ц. Чуковской. Вступительная статья В. А.Каверина. — М.: Советский писатель, 1991. — С. 544. — ISBN 5-265-01523-X.
  • Дневник (1930—1969). / Составление, подготовка текста, комментарии Е. Ц. Чуковской. — М.: Современный писатель, 1995. — С. 558. — ISBN 5-265-02547-2.
  • Современники
  • Воспоминания о Репине
  • Юрий Тынянов
  • Борис Житков
  • Ираклий Андроников

Çыравсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Живой как жизнь. Архивировано из первоисточника 26 ноября 2012.
  • К вечно-юному вопросу. Архивировано из первоисточника 26 ноября 2012.
  • История моего «Айболита»
  • Как была написана «Муха-Цокотуха»
  • Признания старого сказочника
  • Страничка Чукоккалы
  • О Шерлоке Холмсе
  • Госпиталь № 11. Архивировано из первоисточника 26 ноября 2012.
  • Вербицкая (она же позднее — Нате Пинкертон)
  • Лидия Чарская

Асăну[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăну хăми, Сăваплă Петĕрхули

Корней Чуковский ятне тĕрлĕрен хуласен урамĕсене панă. вĕсен шутĕнче Шупашкар та пур.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Чуковская Л. К. Памяти детства: Мой отец — Корней Чуковский. — М.: Время, 2012. — 256 с., ил. — 3000 экз., ISBN 978-5-9691-0723-6
  • Воспоминания о Корнее Чуковском. — Время, 2012. ISBN 978-5-91761-140-2

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]