Чӳк вырăнĕ
Курӑнакан калӑплав
Чӳк вырăнĕ, —чăвашсен авалхи тĕнĕре чӳк иртермелли вырăн. Чăвашсене Христос тĕнне йышăнтариччен ял тытăмĕнче, кил çумĕнче чӳк вырăнĕ пулнă ( Киремет ). Çав тĕлте лăпăска туратлă йывăç ларнă. Çакăнта яла хӳтĕлекен турра, яла пуçласа яракан ватăсене, ăратра пурăннă несĕлсене асăннă. Çулталăк хушшинчи асăнмалли ырă-усала чӳкленĕ. Чӳк юмăçă ертнĕ.Çĕнĕ вилĕсене асăннă. Çывăхри çырмана, вырăна вĕсен япалисене пăрахнă.