Контент патне куҫ

Шăнкалайкă

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шăнкалайкă (выр. Шангалайка) — Чулхула облаçĕнчи пĕчĕк юханшыв, Пуш шывĕн сулахай юппи.

Юханшыв çăлкуçĕ Шамино ялтан пилĕк çухрăм çурçĕр-хĕвеланăçалла, вăрманта вырнаçнă. Ытларах пайĕпе кăнтăралла юхать. Кĕçĕн Климово ятлă пушă ял патĕнче Пуш шывне юхса кĕрет.

Шăнкалайкă шывăн юппийĕсем сахал, пысăкки шутне Ломовка (Ломы ял çывăхĕнче пĕрлешет) кĕрет. Ун çăлкуçĕ Ломы ялĕнчен çурçĕрелле тăватă çухрăмра вырнаçнă. Ытларах пайĕпе кăнтăралла юхать, пĕр пĕве пур.

Шăнкалайкă шурлăхлă вăрман тăрăх юхать, çавна пула ун тăрăхĕнче çынсем сахал пурăнаççĕ. Çак ялсем вырнаçнă: Шамино, Ломы, Кĕçĕн Климово (пушă ял).