Шаблон:Кун пулăмĕсем:03-12
Курӑнакан калӑплав
- 1229 — Улттăмĕш хĕрес харçи: Фридрих II ертсе пынă хĕрес тĕкерчĕсен çарĕ Иерусалима кĕрет
- 1714 — Петĕр I «тĕрлĕ чинсенчен пĕчĕк ачисем» валли цифир шкулĕсене уçмалли хушу кăларать.
- 1832 — Филиппо Тальони Парисра «Сильфида» балета (капăрл.) лартать.
- 1874 — Турхан Якку, сăвăçă, куçаруçă çуралнă.
- 1896 — Петербургра А. С. Попов хатĕрленĕ приборпа тĕнчере пĕрремĕш радиограмма янă.
- 1917 — Петроградри Февраль революцин кульминацийĕ.
- 1918 — Балти флочĕ Гельсингфорсран Пăрлăх харçине тухать.
- 1922 — Грузи, Эрмени тата Азербайджан КЛСФСР туса хунă.
- 1930 — Махатма Ганди хăйĕн майлисене Тăвар харçине йыхравлать.
- 1940 — совет-финн вăрçи вĕçленет. СССРпа Финлянди лăпкăлăха куçаççĕ, Совет Союзне Выборг тата Хĕвел анăç Карелие панă.
- 1944 — Арапов Владимир Яковлевич, график çуралнă.
- 1947 — Трумэн доктринине пĕрремĕш хыпарланă.
- 1974 — Совет «Марс-6» станцийĕ Марс çине анса ларать, Çĕр çине çак планетăн атмосферипе тăпри пирки пĕрремĕш хыпарсене пĕлтерет.