Шаблон:Кун пулăмĕсем:11-1
Курӑнакан калӑплав
- 1179 — Рейм соборĕнче Филипп II Августа патша кăшăлне пуç çине хунă.
- 1512 — Микеланджело халăха Сикст капеллин маччинчи çырнине (капăрл.) кăтартать
- 1611 — Уайтхолл керменĕнче пĕрремĕш ăстрăм Шекспирăн «Тăвăл» пьесине лартнă
- 1612 — Иккĕмĕш халăх ополченийĕ поляк-литва интервенчĕсене Китай-хуларан тапса кăларать
- 1727 — Раççей империпе Китай Кяхта килĕшӳ хучне алă пусса çитĕплетнĕ.
- 1755 — Лиссабонри вăйлă çĕр чĕтренĕвĕ, хыççăн цунами сиксе тухнă: 100 000 сахалтан мар çын пĕтнĕ.
- 1790 — Эдмунд Бёрк хăйĕн «Франци революцийĕ пирки шухăшлани» трктатĕнче унăн вĕçлевне каласа парать
- 1914 — Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи: Чили çыранĕсем çумĕнчи Коронел патĕнче пулса иртнĕ Аслă Британин пĕрремĕш тинĕс çапăçӑвĕ.
- 1922 — Мустафа Кемаль пуçарнипе Осман империнче монархие пăрахăçланă.
- 1930 — «Социализм çулĕпе» (халĕ «Çĕнтерӳ çулĕ») хаçатăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухнă.
- 1952 — Эниветок атоллĕ çинче водород бомбине пĕрремĕш ăстрăм хăтлавне ирттернĕ
- 1962 — пĕрремĕш совет «Марс-1» ПАС космос вĕçев аппаратне Марс патне яраççĕ
- 1963 — Пуэрто-Рикора пĕр апертурăллă пысăкран та пысăк радиотелескопа хута янă
- 1993 — Европа Пĕрлешĕвне туса хунă.