Шаблон:Портал:Чăваш Ен/Суйланă пайăр çын

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тани Юн, актриса, сценарист.

Тани Юн (Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская, хĕр чухнехи хушамачĕ - Бурашникова, 1903, кăрлач, 28, Чурпай ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Республикин Етĕрне районĕ) — 1977, юпа, 6, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш çыравçи тата тăлмачĕ, чăваш театрĕпе кино актриси, чăваш халăх культурин паллă ĕçченĕ.

1924-мĕш çулранпа Тани Юн хăйĕн пурнăçне яланлăхах театрпа çыхăнтарать. Чăваш драма театрĕнчи А. И. Слабодский ертсе пынă тата Чăваш патшалăх театрĕн студинче пĕлӳ пухнă. Чăваш тата вырăс драма театрĕсенче вылянă. Кунта ăна Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пулас мăшăрĕ, асăрханă.

(тĕплĕнрех ...)