Шаланкă



Шаланкă - куракран пысăкрах кайăк. Вăрманта йăва çавăрать, уй-хирте апат шырать. 60-70 метр çӳлте вĕçет. Çăмартисем (2-3) симĕсрех шурă тĕслĕ, хăмăр пăнчăсемпе витĕннĕ. Пусра чухне аçи ами валли апат йăтать, мăшăрĕ çинĕ чух кĕске вăхăта ун вырăнне ларать. Кайран апата чĕпписене килсе пăрахса параççĕ, лешсем пĕр-пĕринпе çапăçса çиеççĕ: чи вăйли кăна юлать, ыттисем вилеççĕ. Акара килет, авăнра вĕçсе каять. Шаланкă пирĕн тăрăхра анлă сарăлнă, шăшисем ытларах ĕрченĕ çулсенче вĕсен йышĕ палăрмаллах ӳсет.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Шаланкă çинчен (вырăсла) Архивленĕ 5 Ҫӗртме уйӑхӗн 2009 çулта.
- Шаланкă "Казахстан кайăкĕсем" сайтра Архивленĕ 22 Нарӑс уйӑхӗн 2008 çулта.
- Шаланкă "APUS.RU" сайт çинче Архивленĕ 12 Нарӑс уйӑхӗн 2008 çулта.