Канюкова Александра Семёновна
Александра Семёновна Канюкова | |
Çуралнă вăхăт: | 1919, нарăс, 21 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Хитекушкăнь ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АО |
Вилнĕ вăхăт: | 2008, кăрлач, 10 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Республики |
Патшалăх: |
|
Ăслăх сфери: | филологи |
Ĕç вырăнĕ: | И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ |
Альма-матер: | И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ |
Чыславсемпе парнесем |
|
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Канюкова Александра Семёновна (хĕр чухнехи хушамачĕ — Маркова, 21.02.1919, Хитекушкăнь ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АО — 01.10.2008, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — чăваш чĕлхи тĕпчевçи, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ (1950).
РСФСР халăха вĕрентӳ ĕçĕн отличникĕ[1].
Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1919 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçĕн Элĕк районне кĕрекен Хитекушкăнь ялĕнче çуралнă.
1943 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕнче вĕренсе тухнă. 1967-1977 çулсенче Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ пулнă. Канюкава чăваш чĕлхин историне, диалекчĕсене, лексикине, сасă уйрăмлăхĕсене тепченĕ диалектологи экспедицийĕсене хутшăннă. Виçĕ кăларăмпа тухнă «Чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçар»> (Шупашкар, 1959, 1968, 1975) кĕнекинче автор чăваш орфоэпиин тĕп йĕркелĕшсем, синоним, антоним, омоним пулакан сăмахсем, илемлĕх мелĕсем çинчен çырса кăтартнă, вĕсемпе калаçу чĕлхинче епле усă курмаллине палăртнă.
«Чувашская диалектология» кĕнекинче Александра Канюкова чăваш диалекчĕсемпе калаçăвĕсен фонетика, морфологипе синтаксис тата лексика уйрăмлăхĕсене тишкернĕ, вĕсене хальхи литература чĕлхипе танлаштарса тĕпченĕ.
Филолог студентсемпе вĕрентекенсем валли хатĕрленĕ вĕренӳ пулăшу кĕнекинче автор чăваш чĕлхин диалекчĕсемпе калаçăвĕсен уйрăмлăхĕсене кăтартакан топонимика материалне кĕртнĕ.
А.И.Яковлева чăваш чĕлхин урокĕсене пани[тӳрлет | кодне тӳрлет]
А.С. Канюкова, Мускавра аспирантурăра вĕреннĕ çулсенче, Алексей Иванович Яковлева, — лешĕ хайĕн ашшĕ Иван Яковлевич Яковлев тĕлĕшпе кĕнеке çырма тапратнă пулнă, — чăваш чĕлхи урокĕсене панă. Мĕншĕн тесен пулас кĕнкене[2] хатĕрленĕ чухне паллă историкĕн чăвашла çăлкуçсемпе усă курмашкăн тивнĕ.
Тăванлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Марков Борис Семёнович — шăллĕ, актёр, режиссёр, СССР Аслă Канашĕн депутачĕ (1962-66).
- Марков Анатолий Семёнович — шăллĕ, ăсчах-физик, Чăваш АССР Аслă Канашĕн председателĕ (1971-75).
- Филиппова Дарья Семеновна - йăмăкĕ.
- Канюков Владимир Яковлевич — упăшки
Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Ăслăх;
- Чăваш диалектологийĕн хрестоматийĕ. Ш., 1970;
- Чăвашла тĕрёс калаçар. Вĕренӳ пособийĕ. Ш., 1994.
- Пултарулăх;
- Канюкова, Александра Семеновна. Жизнь, отданная театру [Текст] / А. С. Канюкова, А. С. Марков, 1999. - 134
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Александра Семеновна Канюкова / Е.Ф.Васильева, А.А.Сосаева пухса хатĕрленĕ. Ш., 1999.
- Александра Семеновна Канюкован çутă сăнарĕ // Ульяновец. – 2008. – 9 юпа. – С. 8.
- Алексеев, О. Наука ĕçне пăрахмасть / О. Алексеев // Хыпар. – 1994. – 23 нарăс.
- Алексеев, О. Ун умĕнче пуçăмăра таятпăр / О. Алексеев // Хыпар. – 1999. – 19 нарăс.
- Алексеев, О. Чун ăшшипе çупăрлать / О.Алексеев // Чăваш хĕрарăмĕ. – 1999. – 20 нарăс.
- Асăну сăмахĕ // Хыпар. – 2008. – 3 юпа.
- Канюкова Александра Семеновна // Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем : биобиблиографи указателӗ. – Шупашкар, 2006. – С. 113-115.
- Ефимов, Л. А. Канюкова (Маркова) Александра Семеновна / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – С. 275.
- Канюкова Александра Семеновна // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2005. – С. 152-153.
- Канюкова Александра Семеновна // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2010. – С. 182-183.
- Канюкова Александра Семеновна // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 213.
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Исследователи чувашского языка : Канюкова Александра Семеновна
- ^ Яковлев А.И. Иван Яковлевич Яковлев. Чебоксары, 1948.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
![]() |
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Страницы, использующие повторяющиеся аргументы в вызовах шаблонов
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Ăсчахсем, алфавитпа
- Чăваш Енре çуралнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Википеди:Капăрлатмалла статьясем
- Пайăр çынсем пирки:Чăваш Ен вĕçлемен статьясем
- Пайăр çынсем:Элĕк районĕ
- Чăваш чĕлхе тĕпчевçисем
- Чăваш филологĕсем
- Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вĕрентӳçисем