Шаляпин Фёдор Иванович
Шаляпин Фёдор Иванович | |
Шаляпин Фёдор Иванович | |
Чӑн ят | выр. Фёдор Ива́нович Шаля́пин |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1 (13) нарăсăн 1873[1][2][…] |
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 1938 çулхи ака, 12-мĕшĕ[4][5][…] (65 çул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Арăмӗ | Илона Торнаги[d][6][7] |
Ачисем | Борис Шаляпин[d], Фёдор Шаляпин - младший[d], Марина Шаляпина-Фредди[d] и Tatiana Fedorovna Saljapina[d][8] |
Чыславсемпе парнесем | |
Автограф | |
Медиафайлы на Викиампар | |
Произведения Викивулавăшра |
Шаляпин Фёдор Иванович, — паллă вырăс опера юрăçи. 1873 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕнче Хусанта çуралнă. 1938 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче килнĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Фёдор вырăс Иван Яковлевич Шаляпин (1837—1901) хресченĕн кил-йышĕнче çуралнă. Ача чухнех юрланă. Пĕтĕмĕшле пĕлӳ илнĕ.
1889 çулта вăл В. Б. Серебряковăн драма ушкăнне лекет. 1890 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче вăл чи малтанхи хут пĕччен юрлать — Евгений Онегин оперăра Зарецкий партине юрлать. 1890 çулхи авăн уйăхĕнче вăл Хусантан Ӗпхĕве куçать, С. Я. Семёнов-Самарскийĕн опера труппинчи хорĕнче юрлама пуçлать. Монюшкăн «Галька» оперинче пĕр артист чирлесе кайсан ăна солист вырăнне тăратаççĕ. Çапла вăл хорта юрлаканран солист пулса тăрать.
1893 çулта вăл Мускава, 1894 çулта Санкт-Петербурга çитет. 1918 çулта вăл Республикăн халăх артисчĕ ятне тивĕçĕт. 1921 (1922) çул хыççăн вăл чикĕ леш енче юрлама тухса каять те нумай хушă тăван çĕршывне таврăнмасть. Ку Совет влаçне килĕшмест — вĕсем унăн халăх артисчĕ ятне те каялла илеççĕ, тăван çĕре таврăнма чараççĕ.
1937 çулхи çуркунне вăл лейкемипе чирлени паллă пулса тăрать. 1938 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче арăмĕ алли çинче вилсе кайнă. Пытарма ăна Батиньоль çăви çинче пытарнă пулнă, анчах та 1984 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче ăна Мускаври Новодевичье çăви çине куçарнă.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1 тата 2 Риман Г. Шаляпин (рус.) // Музыкальный словарь: Перевод с 5-го немецкого издания / под ред. Ю. Д. Энгель, пер. Б. П. Юргенсон — М.: Музыкальное издательство П. И. Юргенсона, 1901. — Т. 3. — С. 1412—1413.
- ^ Internet Movie Database (англ.) — 1990.
- ^ 1 тата 2 Archivio Storico Ricordi — 1808.
- ^ Feodor Ivanovich Chaliapin (нидерл.)
- ^ Freidin G. Feodor Chaliapin // Encyclopædia Britannica (англ.)
- ^ https://www.russinitalia.it/dettaglio.php?id=824
- ^ https://www.russinitalia.it/dettaglio.php?id=947
- ^ http://www.accademiamoroniana.it/Saggi/Cartolina%20postale.pdf
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Википедия:Статьи с оригиналом имени без шаблона lang-XX
- Нарăсăн 13-мĕшĕнче çуралнисем
- 1873 çулта çуралнисем
- Википеди:ВикиДатăри çăлкуçлă статьясем
- Хусанта çуралнисем
- Акан 12-мĕшĕнче вилнисем
- 1938 çулта вилнисем
- Парисра вилнисем
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без чувашской подписи
- РСФСР халăх артисчĕсем
- Хисеплĕ легион орденĕн офицерĕсем
- Хисеплĕ легион орденĕн кавалерĕсем
- Википедия:Ссылка на Викиампар непосредственно в статье
- Википедия:Ссылки на Викиампар в статье и на Викиданных отличаются
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Вырăс опера юрăçисем
- Мусăкçăсем, алфавитпа