Шампа (кăк)
Шампа (Lota) - треска йышшисем ямахатри Lotinae айямахатри пĕртен-пĕр шампа пулăран тăракан кăк (рет).
Çак статьяна е уйрăма çĕнĕрен çырмалла, чăваш чĕлхин йĕркисене пăхăнмалла, ытти кăлтăксенчен те хăтăлмалла. Статьяна тата унăн уйрăмне статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле, ăнланманлăха пĕтермелле.
|
Шампа | ||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||||||||||||||||
|
||||||||||||||||
Латинла çырни | ||||||||||||||||
Lota lota (Linnaeus, 1758) | ||||||||||||||||
|
Классификаци
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шампа пулă шампа йышне кĕрекен пĕртен-пĕр пулă шутланать.
Пĕтĕмĕшле çырса кăтартни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кĕлеткин тăршшĕ 1 метра çитет, йывăрăшĕ – 5 килограма. Шампа пуçĕ пысăках мар. Кĕлеткин пуçламăшĕ сарлака, хӳри патнелле ансăрланса пырать. Çурăм çинчи иккĕмĕш тата хырăм айĕнчи çунатти вăрăм. Кĕлетки тĕксĕм хăмăр тĕслĕ, симĕсрех сĕмлĕ. Ик аяккипех шурă пăнчăсем пур. Пырĕ тата хырăмĕ шурă. Ку пулла ыттисенчен (калăпăр, çуйăнтан) янах айĕнче ӳсекен пĕртен пĕр тĕкĕпе уйăрса илме пулать.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шампа таса та тарăн юханшыва юратать. Çу кунĕсенче, шыв 12 градусран ытларах ăшăнсан апатланма пăрахать, сивĕрех вырăн тупса хускалмасăр выртать.
Ку пулă тĕрлĕрен вак пулăсемпе тăранса пурăнать. Ытларах чух хĕлле е çуркунне шыв ăшăнса çитиччен, кĕркунне пăр лариччен хыпать.
Аталанăвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăлчине хĕлле раштавран пуçласа пуш уйăхĕ таранах сапать. Вăлчара ытларах чухне 300-400 пин тĕвĕ пулать. Пысăк пулăсен вăлчинче тĕвĕ хисепĕ миллиона та çитме пултарать
Тытмалли мелсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шампа вăлта йĕппи çине пĕчĕк йăпăлтан е урăх вак пулă тирсен аван туртать. Ытларах чухне каçхине апата тухать. Анчах та кĕркунне е çуркунне ăна кăнтăр кунĕнче те тытма пулать. Пулăçсем çавăн пекех шампа кăвайт çути патне куçнине те асăрханă.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Раççейри çурăм шăммиллĕ чĕрчунсем»: шампа пулă (налим) 2020 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.