Контент патне куҫ

Шлезвиг-Хольштайн

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Schleswig-Holstein
Шлезвиг-Хольштайн
Шлезвиг-Хольштайн ялавĕ Шлезвиг-Хольштайн гербĕ
Шлезвиг-Хольштайн карта çинче
Тĕп хула Киль
Пысăк хулисем Киль, Любек, Фленсбург
{{{пуçлăх титулĕ}}} Петер Харри Карстенсен
Лаптăк 15.763,18 км2
Халăх йышĕ
 - пĕтĕмпе
- çын/км2

2.922.005 (2021)
{{{çын/км2}}}/км2
çĕр гимнĕ Schleswig-Holstein meerumschlungen

Шлезвиг-Хольштайн (нимĕçле: Schleswig-Hostein), — Германи федераллă çĕрĕ. Çурçĕр енче вырнаçнă. Чиккисем Данипе, тата Германин ытти çĕрĕсемпе юнашар иртеççĕ. Çыранĕсем Çурçĕрпе Балтика тинĕсĕсем çине тухаççĕ.

Шлезвиг-Хольштайнра пурăнакан халăхсен ытларах пайĕ — нимĕçсем. Çавăн пекех унта фризсем, датчансем авалтан пурăнаççĕ. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи хыççăн нумай нимĕçсем ытти Германин регионĕсенчен куçса килнĕ: Тухаç Пруссирен, Кайри Померанирен.

XX ĕмĕрте кунта турккăсем нумай куçса килнĕ (1999 çулта 42 пин). Çавăн пекех саланнă Югослави патшалăхĕнчен нумайăн куçса килнĕ (1999 çулта 14 пин çын)

Шлезвиг-Хольштайн 11 тăрăхран тата 4 тăрăха кĕмен хуларан тытăнса тăрать:

Тăрăхсем (нимĕçле ячĕ, тĕп хула, автомобиль паллин кочĕ)

тăрăха кĕмен уласем (нимĕçле ячĕ, автомобиль паллин кочĕ)