Шлямин Борис Александрович
Курӑнакан калӑплав
Шлямин Борис Александрович — çыравçă, географи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ. 1909 çулта Пăрачкавра çуралнă, 1973 çулта экспедицине кайсан вилнĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мускав патшалăх университечĕн географи факультетĕнче вĕреннĕ. Унтах аспирантурăра пĕлĕвне ӳстернĕ, тухтăра тухнă. Çурçĕр Пăрлă океантан пуçласа Антарктида таран тĕпчевсене çӳренĕ.
Инҫет Хӗвелтухӑҫне экспедиципе кайсан вилнӗ.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Унăн çак кĕнекесем пичетленсе тухнă:
- «Плавание в Антарктиду» (Антарктидăна ишни);
- «Каспийское море волнуется» (Каспи тинĕсе хумханать);
- «Берингов пролив негостеприимен» (Беринг тинĕс пырĕ хăнасене кĕтмест);
- тата ыттисем.