Шукшин Василий Макарович
| Василий Шукшин | |
| | |
| Çуралнă чухнехи ят | Василий Макарович Шукшин |
|---|---|
| Çуралнă вăхăт | 1929, утă, 25 |
| Çуралнă вырăн | Сростки ялĕ, Бийск районĕ, Бия тăрăхĕ, Алтай Ен, РСФСР, ССРП |
| Вилнĕ вăхăт | 1974, юпа, 2 |
| Вилнĕ вырăн | Клетская станица, Волгоград облаçĕ |
| Професси | çыравçă, XX ĕмĕрти совет актёрĕ/кинорежиссёрĕ/сценарисчĕ |
| Карьера | 1956—1974 |
| Чыславсемпе парнесем | |
| IMDb | ID 0161067 |
| Сайт | shukshin.ru |
Васи́лий Мака́рович Шукши́н (утă, 25 1929, Сростки сали, Бийск районĕ, Алтай ен — юпа, 2 1974, Волгоград облаçĕнчи Клетская станици) — совет çыравçи, кинорежиссёр, артист.
Кунçул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Василий Макарович Шукшин 1929 çулти утăн 25-мĕшĕнче çĕр ĕçтеш килйышĕнче çуралнă. Ашшĕне, Макар Леонтьевич Шукшина (1912—-1933) коллективизаци тапхăрĕнче 1933 çулта аресленĕ те персе пăрахнă. Килти пĕтĕм ĕçĕ амăшĕ — Мария Сергеевна (хĕр чухне Попова хушаматлă) (1909 - 1979, кăрлач, 17) çине ӳкет. Иккĕмĕш хут качча тухать, хушамачĕ - Куксина. Пурнăçра нушапа тертленнĕ пулин те, ватăлăха çитичченех пурăннă. Йăмăкĕ - Наталья Макаровна Шукшина (1931 çулхи чӳк, 16 - 2005 çулхи утă, 10).
1943 çулта Шукшин Сростки ялĕнчи 7 класла шкултан вĕренсе тухса Бий автомобиль техникумне пĕлӳ пухма кĕрет. Икĕ çул çурă вĕренет, çапах та вĕçлемест. 1945 çулта Сросткине колхозра ĕçлеме таврăнать. Колхозра та чылаях ĕçлемест: 1946 Шукшин тăван кĕтесрен ирĕке тухса каять. 1947—1949 çулсенче Шукшин Союзпроммеханизация трестĕнче: турбина савутĕнче (Калуга), Улатимĕрти трактор савутĕнче слесарь пулса вăй хурать.
1949 çулта Шукшина Тинĕç Çар флотне хĕсмете илеççĕ. Малтан вăл Балти флотĕнче матрос, хыççăн Хура тинĕс флотĕнче радист. 1953 çулта ăна хырăмлăх çĕрнине пула флотран демобилизацилеççĕ те вара вăл Сросткине таврăнать.
Тăван ялĕнче Василий Макарович экстерн мелĕпе экзамен тытса аттестат илет. Сростки ял çамрăкĕсен шкулĕнче вырăс чĕлхи вĕрентӳçи пулса тăрăшать. Пĕр хушă шкул директорĕ пулать.
1954 çулта Шукшин режиссёр уйрăмне ВГИКран 1960 çулта Ромм ăста патĕнче вĕренсе тухать.
1956 çулта Шукшин пĕрремĕш хут кинора сăнарланать: С. Герасимовăн «Тихий Дон» (иккĕмĕш серийĕ) фильмра вăл пĕчĕк эпизодра – çатан хыçĕнче пăхса илекен матроса — вылять. Çакăнтанпа Шукшин-артистăн кинематографи шăпи аталанма тытăнать.
ВГИК-че вĕреннĕ чух, 1958 çулта Шукшин М. Хуциевăн «Два Фёдора» фильмĕнче хăйĕн пĕрремĕш тĕп рольне вылять, «Смена» журналра хăйĕн пĕрремĕш «Двое на телеге» калавне пичетлет.
Хăйĕн диплом ĕçĕнче «Из Лебяжьего сообщают», Шукшин сценарист, режиссёр пулса тĕп рольне вылять.
Шукшинăн пĕрремĕш кĕнеки — «Сельские жители» 1963 çулта «Молодая гвардия» издательствăра çутта тухать. Çав çултах вăл Горький ячĕллĕ киностудинче режиссёр ĕç вырăнне йышăнать. Хăйĕн сценарипе «Пурнать ун пек каччă» фильма ӳнерлет. Фильм экрана 1964 çулта тухать, тӳрех куракансене килĕшет, тиркевçĕсем асăрхаççĕ.
1965 çулта Шукшин Степан Разин ертсе пынă халăх пăлхавĕ пирки киносценари çырма пикенет, анчах та ССРП Патшалăхкино ăна сĕнĕве ырласа йышăнмасть. Каярах сценарие «Я пришёл дать вам волю» романра хайлать.
1969 çулта совет кинематографĕнче пысăк çитĕнӳсем тунăшăн Василий Шукшина РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ ятне параççĕ.
Нумай вăхăт Макар Ваççи фильмсенче ĕçленине çыравçă хевтелĕхĕпе пĕрлех туса пынă. Вăл каçсерен пысăк тетраде чернилпе çырнă.
1973-1974 çулсем Шукшиншăн тупăшпа тулаççĕ. Экран çине унăн ПКФ пĕрремĕш парнине тивĕçнĕ Хĕрлĕ палан (Калина красная) фильмĕ тухать. «Характерсем» (Характеры) çĕнĕ калавĕсен пуххине пичетлеççĕ. Большой драма театăрĕнче «Энергичные люди» пьесăна ӳнерлесе лартма Товстоногов режиссёр тытăннă. 1974 çулта Шукшина Сергей Бондарчук çĕнĕ фильма сăнарлама чĕннĕ.
Шукшин Ваççине çамрăкранах хырăмлăх çĕрни асаплантарнă, эрех сыпма пуçласан çав амак хĕрсех пынă.[1]
1974 çулхи юпа, 2 Василий Макарович Шукшин «Они сражались за Родину» фильма ӳкернĕ тапхăрта, «Дунай» теплоход çинче сарăмсăр çут тĕнчерен уйрăлса каять. Виллине унăн çывăх тусĕ Георгий Бурков тупать.
Мускавра, Новодевичье çăвинче пытарнă. Шукшин ячĕпе Барнаулта урама тата Драма театрне тивĕçтернĕ. 1976 çултанпа унăн тăван кĕтесĕнче, Сростки ялĕнче Шукшин вулавĕсем ирттереççĕ.
Василий Шукшинăн чăваш тымарĕсем пулни пирки сÿтсе явни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Василий Макарович Шукшин чăваш йăхĕнчен тухма пултарни пирки публика умĕнчи уçлăхра пĕрре мар каланă[2][3].
Ӳнер тупсăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шукшинăн фильмĕсемпе кĕнекисенчи çынĕсем — кашни хăй евĕр характерлĕ, çивĕч чĕлхеллĕ раççей ял ĕçченĕсем. Пĕри, Пашка Колокольников (Живёт такой парень) — ялти шофёр, ахаль пурнăçра та «паттăрлăх кăтартма пултарать». Хăшĕсене тĕлĕнтермĕш, «çак тĕнчерен мар» этем («Микроскоп», «Чудик» калавсем) теме пулать, теприсем — тĕрмере ларса тухнисем (Егор Прокудин, Хĕрлĕ палан).
Шукшин хайлавĕсенче раççей ялне тарăн та анлă кăтартнă, унăн пултарулăхĕнче халăх калаçăвне, кулленхи пурнăçне питĕ тимлĕ сăнани курăнать, пĕрремĕш вырăна тăтăшах кăмăл-туйăм тупсăмĕсене тата этем пĕрлĕхĕн хаклавĕсене тишкерсе тĕпчени тухать («Охота жить», «Космос, нервная система и шмат сала» калавсем).
Килйыш
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пĕрремĕш арăмĕ — Шумская Мария Ивановна;
- Иккĕмĕш арăмĕ — Федосеева-Шукшина Лидия Николаевна, актриса;
- Хĕрĕсем
- Шукшина Мария Васильевна, артист;
- Шукшина Ольга Васильевна, артист.
Фильмографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Актёр ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
|
Режиссура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сценарисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Библиографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Романсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Любавины»
- «Я пришёл дать вам волю»
Пьесăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «До третьих петухов»
- «Точка зрения»
- «Энергичные люди»
- «А поутру они проснулись»
Калавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
|
|
|
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- РСФСР ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
- 1964 — Живёт такой парень (фильм); пĕрремĕш вырăн Пĕтĕмсоюзри кинофестивальте (Ленинград) тата XVI Венецири тĕнче кинофестивалĕнче — «Таса Маркăн ылтăн ăрасланĕ».
- 1969 — Васильевсем ячĕллĕ РСФСР патшалăх парни — «Ваш сын и брат» фильм
- 1967 — СССР Аслă Канаш Президиумĕн Хушăвĕпе Василий Шукшина Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă.
- 1971 — СССР патшалăх парни — С. А. Герасимовăн «У Озера» илемлĕ фильмĕнче вылянăшăн
- 1974 — Калина красная (фильм) — пĕрремĕш парне Пĕтĕм Союзри кинофестивальте
- 1976 — Ленин парни— пур пултарулăхшăн (вилнĕ хыççăн)
Шукшин ĕçĕсем тăрăх кинофильмсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1981 — Беседы при ясной луне телеспектакль
- 1988 — Ёлки-палки!
- 2003 — А поутру они проснулись
- 2004 — Шукшинские рассказы (калавсем тăрăх6 теленовелла)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ http://www.rusactors.ru/sh/shukshin/index.shtml
- ↑ Шукшин Василий Макарович 2016 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. — Сайт: Региональная общественная организация ЧУВАШСКОЕ КУЛЬТУРНОЕ ОБЩЕСТВО САНКТ-ПЕТЕРБУРГА
- ↑ «Для всех Шукшин — родня...»
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- В. Шукшин — литературоведческий сайт
- Всероссийский мемориальный музей-заповедник В. М. Шукшина в селе Сростки Алтайского края 2017 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Песня Владимира Высоцкого «Памяти Василия Шукшина»
çинче - Могила Василия Шукшина
- Сказал о сокровенном
- История теплохода «Дунай», на котором умер Шукшин
- Счастливые мученики. Ирина Поплавская о Василии Шукшине
- Виктор Некрасов «Вася Шукшин»
- Виктор Некрасов «Дайте волю, волю вольную! (В. Шукшин)» 2021 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Виктор Некрасов «Василий Шукшин (Десятилетие со дня смерти)»
- О чувашских корнях выдающегося писателя
- Анатолий Ковтун Шукшин Василий Макарович (выр.). ТАСС.
Василий Шукшин фильмĕсем |
|
|---|---|
Пурăнать ун пек каччă (1964) • Сирĕн ывăл тата пичче (1965) • Тĕлĕнмелле çынсем (1969) • Кăмака-кутник (1972) • Хĕрлĕ палан (1973) |
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Бийск районĕнче çуралнисем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- Ленин премин лауреачĕсем
- СССР патшалăх парнин лауреачĕсем
- Васильев тăвансен ячĕллĕ РСФСР патшалăх парнин лауреачĕсем
- РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕсем
- Василий Шукшин
- ССРП актёрĕсем
- ССРП сценарисчĕсем
- РСФСР ӳнерлĕх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
- ССКП пайташĕсем
- Пайăр çынсем:Алтай Ен
- Алтай Енри çыравçăсем
- РПКИ-ре вĕренсе тухнисем
- ССРП кинематографисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем
- Утăн 25-мĕшĕнче çуралнисем
- Юпан 2-мĕшĕнче вилнисем
- Миокард инфаркчĕпе вилнисем
- Новодевичье çăвинче пытарнисем
- ССРП çыравçисем
- ССРП кинорежиссёрĕсем
- 1929 çулта çуралнисем
- XX ĕмĕрти вырăс çыравçисем
- Вырăс совет çыравçисем
- 1974 çулта вилнисем