Контент патне куҫ

Шупашкара килтĕм хăнана

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шупашкара килтĕм хăнана
Юрă
Жанр лирикăллă юрри
альбомĕн трек-лисчĕ
-


Шупашкара килтĕм хăнанаXX ĕмĕр варринче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Тимофей Фандеев композитор Валентин Урташ сăввипе çырнă.

Юррăн сăвви

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Валентин Урташ

Шупашкара килтĕм хăнана

1. Утса тухми улăх, ай варринче

Татса пĕтми çырла çĕрĕнче
Çырлаях та çисе ÿсмен пулсан
Çырла питлĕ пулман пулăттăм
Çырлаях та питлĕ, ай, сăнăма
Сăнăма мар, чипер чунăма
Кăтартма-ши килтĕм хулана
Шупашкара килтĕм хăнана

2. Касса уçми тулă, ай пуссинче

Ялти ятлă хĕрсен хушшинче
Сарă тулă вырса курман пулсан
Сар çивĕтлĕ пулман пулăттăм
Сарăях та кăтра, ай, çÿçĕме,
Çÿçĕме мар, ĕлккен ĕçĕме
Кăтартма-ши килтĕм хулана
Шупашкара килтĕм хăнана

3. Асран кайми Чăваш çĕршывĕнче

Атăлпала Сĕве шывĕнче
Пĕве-сийе çуса ÿсмен пулсан
Яштак пÿллĕ пулман пулăттăм
Йăрăсах та çамрăк, ай пĕвĕме
Пĕвĕме мар хитре кĕввĕме
Савтармашкăн килтĕм хулана
Шупашкара килтĕм хăнана

Юррăн кĕвии

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тимофей Фандеев композитор.

Юррăн кунçулĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]